Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Акатуя та çаплах кĕтсе илĕпĕр-и?

27 мая 2016 г.

"Каçал ен" хаçат страницисем çинчен тирпей-илем теми нихăçан та кайман, малашне те яланах пулĕ. Шел пулин те, ку тĕлĕшпе тăван тăрăхăмăрта пурте йĕркеллĕ теме çук-ха. Куç курнине çырмасăр вара чун чăтмасть. Паллах, çакна ятарласа кама та пулин тиркес-ятлас тĕллевпе тумастпăр эпир. Пирĕн тăван кĕтес таса, илемлĕ, илĕртỹллĕ пултăр тесе ĕмĕтленетпĕр.

Комсомольски - юратнă районăмăрăн тĕп ялĕ. Вăл пур енĕпе те районăн сăн-сăпачĕ, ят-сумĕ, эталонĕ пулмалла пек туйăнать. Чăннипе, юлашки çулсенче райцентр нумай улшăнчĕ, илемленчĕ, тирпейленчĕ, ешĕлленчĕ, чечексемпе пуянланчĕ. Çакна вырăнта пурăнакансем кăна мар, хăнана килекенсем те палăртаççĕ.

Пуррине упрама, тирпейлеме вĕренесчĕ. Урнăсем, контейнерсем пур çĕртех çỹп-çапа ăçта килнĕ унта пăрахни никама та чыс кỹмест-çке. "Кĕтне" кафе умĕнчи урнăсене çĕр улми хуппипе, килти ăпăр-тапăрпа тултарса лартнине асăрханă-и эсир тата? Те Комсомольскинче пурăнакансемех, те ытти ялсенчен килекенсем çапла хăтланаççĕ, тепĕр чухне машин багажникĕнченех ăпăр-тапăр пушатакансене куракансем те пулнă. Ăс-тăн çакна ниепле те йышăнмасть, питĕ тĕлĕнтерекен, нимле карта ларса пĕтмен пулăм ку. "Хамăн килтен тасатса пултăр, кайран хăть курăк ан ỹстĕр", тесе шутлаççĕ пуль çав йышшисем. Сăн ỹкерсе илсе питлемелле ахăртнех вĕсене, унсăрăн чарăнмаççĕ пуль.

Июнĕн 11-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă, спорт уявĕ ирттерме палăртнă. Унта хăнасем те йышлă пулĕç. Çав вăхăт тĕлне район центрĕ тасалса илемлентĕр тесен çанă тавăрса ĕçлемелĕх пур-ха. Кашни предприяти-организаци, магазинсен умне, йĕри-таврашне, кану паркĕн территорине тирпейлемелле. "Кĕтне" кафе патĕнчен пасар лаптăкне илсе каякан тротуар хĕрри те тасаласса шанас килет. Ятарлă щетка çаклатнă техникăпа май уявĕсемчченех çул çинчи хăйăр-тусана тротуар çумне шăлса хунă. Тиесе кайма вара темшĕн васкамаççĕ. Çул-йĕре пăхса тăрассишĕн яваплă организаци те пур-çке, унтанпа уйăх та çитет пулин те темшĕн çак йĕркесĕрлĕхе курмăш пулаççĕ вара? Те çил сапаласа ярасса е хăех куçран çухаласса кĕтеççĕ - ăнланма çук. Акатуя та çавнашкалах кĕтсе илес марччĕ, хăнасем умĕнче пит-куçа хĕретмелле ан пултăр.

Любовь ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика