Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Выпускниксем Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăннă

24 мая 2016 г.

 Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа Мускав хулинче йĕркеленĕ парадра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул выпускникĕсем хутшăнни пире савăнтарать тата хавхалантарать. Парада Константин Мамуткин (2012), Ольга Ефремова (2015), Дмитрий Малышев (2014) çулхи выпускниксем хутшăннă. Костьăпа Дмитрий - Раççейри МЧС академийĕн, Оля - РФ Оборона министерствин çар университечĕн курсанчĕсем.

Курсантсем шкул вăхăтĕнчех маттур та тăрăшуллă вĕренекенсемччĕ. Класĕсенче - чăн-чăн лидерсем. Унсăр пуçне виççĕшĕ те вĕренỹре "4" тата "5" паллăпа ĕлкĕрсе пынă, спорт мероприятийĕсене активлă хутшăннă. Оля Ефремова вара вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă.

Эпир пĕтĕм коллективпа пирĕн выпускниксене малашнехи пурнăçра ăнăçупа телей, тата та пысăк çитĕнỹсем сунатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.

Г.ДЛИНОВ,

шкул директорĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика