Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çурта юсаччăр тесен вăхăтра тỹлемелле

24 мая 2016 г.

Уйрăм çуртсенче пурăнакансем юсав ĕçне хăçан тата мĕнле тăвассишĕн хăйсем хуçа пулсассăн, нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçне планпа килĕшỹллĕн, фонда çителĕклĕ укçа-тенкĕ пуçтарăнсан тăваççĕ. Хваттерсенче пурăнакансен капиталлă юсав валли укçа-тенкĕ хывмалла. Пирĕн районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши? Укçа-тенке вăхăтра тỹлеççĕ-и? Тата хăш çуртсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама май килнĕ?

Валентина ГРАЧЕВА.

Ыйту çине район администрацийĕн капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов хуравлать.

- 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем кашни уйăхра юсав ĕçĕ пурнăçламалли ятарлă фонда укçа хывма тивĕç. 2014 çулхи декабрьтен 2016 çулхи апрель уйăхĕччен районта пурăнакансем капиталлă юсав фондне 1613,26 пин тенкĕ хывнă. Çакă палăртнин 49 проценчĕ çеç. Парăм - 1651,79 пин тенкĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан граждансем капиталлă юсавшăн вăхăтра тỹлеменшĕн пени пухăннине те шута илмеççĕ.

Фонда кам мĕн чухлĕ укçа хывнине пĕлес тесессĕн хваттер хуçисен Шупашкар хулинчи Энгельс урамĕнчи 42 "а" çурта çитмелле. Хăвăрпа пĕрле паспорт пулмалла. Енчен те сире кашни уйăхрах квитанци килмест пулсассăн та асăннă адреспа çитмелле е документсене почтăпа ярса памалла. Документсен скан-копийĕсене электрон почтăпа та йышăнаççĕ, адресĕ: remfond21@cap.ru.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламалли кĕске вăхăтлăх планпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр районти РТП территорийĕнчи 15-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем пурнăçланă. К.Антонов микрорайонĕнчи 6-мĕш çуртра электричество системине юсама май çитернĕ. Кăçал вара К.Антонов микрорайонĕнчи 6-мĕш тата 7-мĕш çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçламалла, çивиттине улăштармалла. Каласа хăвармалла, çак çуртсенче пурăнакансем квитанцисене çийĕнчех тỹлесе яраççĕ.

Юсав ĕçĕсене вăхăтра ирттерес тесессĕн укçа-тенке вăхăтра тỹлесе пымаллине кашни хваттер хуçин лайăх пĕлмелле. Пирĕн район çыннисен парăмсем ан пулччăр, çуртсен юсавлăхĕ çакăнтан килет-çке.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика