29 апреля 2016 г.
Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе "Пилеш" ача садĕнче эрнелĕх йĕркелерĕмĕр. Çак вăхăтра ачасем тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç, тăван чĕлхене пĕлнине кăтартса пачĕç. Вĕсем тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç, ваттисен сăмахĕсене ăша хыврĕç, юрларĕç, ташларĕç. Пĕрремĕш чăваш букварĕн авторĕн Иван Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, юрри-ташши, тумтирĕ те кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн. Юмахсене чăвашла вулани те кăмăла çĕклерĕ.
Т.ШЕВЕРОВА
Источник: "Каçал Ен"