Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хăравçă хоккейла вылямасть…

22 апреля 2016 г.

"Хоккейла чăн-чăн арçынсем выляççĕ...", "Хăравçă хоккейла вылямасть" сăмахсем Комсомольски хоккеисчĕсен чĕрисене пăлхатса тăма пăрахмаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хоккей вăййи кашни çулах нумайрах та нумайрах спортсмена хăйĕн ытамне пуçтарать.

Районти хоккеистсен "Кĕтне" команди тĕрлĕ чемпионатсене хастар хутшăнать, хутшăнать çеç мар, çĕнтерỹçĕ ята та пĕрре мар тивĕçнĕ. Кунта вара уйрăмах Владислав Васильев, Павел Романов, Сергей Тимофеев хоккеистсен тỹпи пысăк. Вĕсем вăййа кăмăллакансене пĕр ушкăна пуçтараççĕ. "Кĕтне" команда тренерсăрах вăйă техникине хăнăхса район чысне республикăра çỹллĕ шайра хỹтĕлет. Акă нумаях пулмасть вĕсем "Урожай" физкультурăпа спорт обществин Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри командăсем хушшинче тупăшнă. Зонăри турнирта Елчĕк (1:0), Патăрьел (3:3), Шăмăршă (5:0) командисене çĕнтерсе финала тухнă. Финал "Чебоксары-Арена" пăр керменĕнче иртнĕ. Унта Йĕпреç, Етĕрне, Шупашкар районĕсен командисемпе хĕрỹ тупăшса "Кĕтне" команда 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Спортсменсем асăннă вăййа хутшăнма пулăшу кỹнĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхне А.Самаркина тав тăваççĕ.

Çавăнпа пĕрлех 40 çултан иртнĕ хоккеистсем "Сельский" дивизионта профессионаллă мар хоккей лигинче те выляççĕ, пысăк çитĕнỹсем патне ăнтăлаççĕ. Паянхи куна асăннă лигăра плей-офф вăййисене выляççĕ, вĕсем Вăрнарти "Кристалл" пăр керменĕнче иртеççĕ. Пирĕн спортсменсем кунта Çĕмĕрле, Вăрнар командисене çĕнтерсе мала тухнă. Çитес вăхăтрах акă Йĕпреç, Патăрьел, Етĕрне тата Комсомольски командисем мала тухассишĕн тупăшĕç. Хоккей вăйçисене те палăртса хăвармалла: В.Дмитриев, В.Кошкин, Е.Михайлов, А.Самарин, С.Воробьев, О.Воробьев, И.Индюков, Д.Можаев (вратарь). Пĕлтĕр Сергей Тимофеев ертсе кайнипе "Кĕтне" команда Елчĕкри хоккей турнирĕнчен кубокпа таврăнни те пысăк çитĕнỹ. Унсăр пуçне Владислав Васильевпа Павел Романов хуласем хушшинче йĕркелекен ăмăртура Канаш хулин "Локо-олимп" командишĕн каçхи хоккей лигинче выляççĕ. Лигăра команда виççĕмĕш вырăна тухнă.

Сергей Тимофеев, Владислав Васильев, Павел Романов шкулта вĕреннĕ чухнех хоккейла выляса ỹснĕ. Унтанпа 20 çул ытла иртнĕ пулин те, виçĕ тус хоккей вăййи районта аталантăр тесе тăрăшать, район чысне республика шайĕнче хỹтĕлет.

Районта çамрăксемпе аслă ăрурисене хоккейла выляма пĕтĕм услови пур, ялсенче хоккей площадкисем хатĕрлеççĕ. Сăмахран, "Кĕтне" команда хĕлле Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи каток çинче тренировкăсем ытларах ирттерет. Кунта Саша Иванова, Олег Платонова, Анатолий Волкова асăнса хăвармасăр май çук, мĕншĕн тесен вĕсем каток хатĕрлеççĕ, ăна тасатса, якатса тăраççĕ.

Апла пулсассăн районта хоккей вăййи çулран-çул аталанса пытăр, аслисем çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулччăр. "Кĕтне" командăна вăйăсенче çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.

Н.Архипова

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика