Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пирĕн юмахсем кĕнекене кĕнĕ

26 апреля 2016 г.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче "Мамины, бабушкины и мои сказки" икĕ томлă ача-пăча кĕнеки 1500 экземплярпа пичетленсе тухнă.

Асăннă кăларăмăн уйрăмлăхĕ - кĕнекене асаннесемпе асаттесен, аннесемпе аттесен, ачасен, ача сачĕсен воспитателĕсен юмахĕсемпе сăввисене кĕртни. Республикăри ачасен прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов пуçарнипе чи лайăх юмахсене суйласа илме пĕлтĕр конкурс йĕркеленĕччĕ. Çак конкурсран эпир те, "Колосок" ача садне çỹрекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем, айккинче юлмарăмăр. Тăрăшсах юмахсем, сăвăсем шăрçаларăмăр. Ĕçлени сая каймарĕ, конкурса тăратнă ĕçсенчен 9-шне кĕнекене кĕртни - пирĕншĕн калама çук пысăк çитĕнỹ.

Апрелĕн 19-мĕшĕнче конкурс çĕнтерỹçисене, ача садне çỹрекенсене Ева Ефремовăна, Настя Волковăна, Полина Соловьевăна, Родион Зайцева, Мария Мамуткинăна, Яна Степановăна "Мамины, бабушкины сказки" кĕнекесене парса чысларĕç. Çавăн пекех ача сачĕн воспитанникĕсем, халĕ пĕрремĕш класра вĕренекенсем - Джамиль Каримуллин, Илья Оленев, Антон Борисов - юмах кĕнекисене тивĕçрĕç.

Çитĕнỹре ачасен ашшĕ-амăшĕн, Вера Сенатова, Альбина Петрова, Зинаида Ксенофонтова, Наталья Сергеева, Танзиля Каримуллина воспитательсен тỹпи те пысăккине палăртса хăвармалла.

Т.КАРИМУЛЛИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика