Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вулавăш уншăн - иккĕмĕш кил

25 марта 2016 г.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çутă çын тесе калас килет районти тĕп библиотекăра тăрăшакан Редалия Сабитова пирки. Çамрăк специалист паянхи пурнăç уттинчен юлмасть. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртес тесе тăрăшать. Унпа пĕрлех ĕçтешĕсене пулăшма, сĕнỹ-канаш пама та вăхăт тупать. Вăл - инноваципе методика уйрăмĕн заведующийĕ.

- Ĕçе кашни кунах хавхалануллă кăмăлпа килетĕп. Яланах çĕннине пĕлес, опыта ỹстерес килет. Çак тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕ кĕнеке алла илетĕп, интернетра информаципе паллашатăп. Ыттисем мĕнле ĕçленипе кăсăкланатăп. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни питĕ усăллă, - сăмах пуçарчĕ Редалия Гаязтдиновна.

Çамрăк специалист проект çине проект хатĕрлет иккен. Вĕсенчен пĕри, чи ăнăçли - 2015 çулта хатĕрленĕ "Вулама вăхăт!" проект. Ăна ĕçе кĕртме библиотекăри пур специалиста та явăçтарнă. Вĕсем выставкăсем хатĕрленĕ, нумай вулакансене, юратнă кĕнекесене палăртнă. Тĕрлĕ акци йĕркелени те ахаль пулман. "Библиотекăна кĕнеке парнеле" проект та çулран-çул вăй илсе пырать, кĕнеке парнелекенсен йышĕ те ỹсет. Çакă библиотека фончĕшĕн калама çук пысăк пулăшу. Тĕслĕхрен, асăннă проекта пула 2015 çулта фонд 478 экземпляр кĕнекепе пуянланнă. Кăçал та вăл ăнăçлă ĕçлессе шанаççĕ.

- Кĕнеке ĕмĕртен хаклă парне шутланнă. Халĕ те çаплах тесе иккĕленместĕп. Тĕслĕхрен, укçа пулмасан кĕнеке лавккинчен нимсĕрех тухатăн. Библиотекăра вара пурте пĕр тан, укçалли те, укçасăрри те, ватти те, вĕтти те. Хăшĕ килĕшет - çавна суйла. Кĕнеке фондне пуянлатассишĕн вара хамăр мĕн тума пултарнине йăлтах тăватпăр. Пур конкурса та хутшăнма тăрăшатпăр. Дипломпа пĕрле 3-4 кĕнеке çĕнсе илни те лайăх-çке. Пĕтĕмпех вулакансем валли, фонда пуянлатма, - чунне уçрĕ библиотекарь.

Хăй тунă ĕçсем пирки калаçма юратмасть Редалия Гаязтиновна. Ĕçе чунĕ юратнипе суйласа илнине, пĕчĕкренех вулавăшра ĕçлеме ĕмĕтленнине пытармасть. "Мĕн ачаранах вулавăшра тăрăшакансен ĕçĕ пархатарлă пек туйăнатчĕ, унти кĕнеке шăрши кăмăла уçатчĕ. Кĕнекене е хаçат-журнала кирек хăçан та, кирек епле лару-тăрура та алла тытма, кирлĕ пулсан кăранташпа йĕрлеме е ахаль çеç уçса хупма, шăршине туйма пулать. Вулас туртăм ан çухалтăр. Унсăрăн нимĕнле модернизаци те çăлса хăвараймĕ пире", - тет ĕçпе паллаштарса специалист.

Редалия Гаязтиновна халăха библиотекăна илĕртес тесен вĕçĕмсĕр çĕннине шухăшласа кăлармаллине, пĕр вырăнта лармалла маррине питĕ лайăх ăнланать. Çак тĕллевпех çĕнĕрен çĕнĕ проектсем шутласа кăларать, ыттисене те вĕсемпе ĕçлеме пулăшать. Сăмахран, вăл тăрăшнипе Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи, Йăлмахвари, Анат Тимĕрчкассинчи ялти библиотекăсем смотр-конкурссенче грантсем çĕнсе илнĕ. Маттур специалист пур çитĕнỹсемпе çеç лăпланмасть, кашни кунах пĕлĕвне ỹстерет, пур ỹсĕмри вулавçăсене библиотекăпа тата та ытларах туслаштарас, вĕсен вулас туртăмне ỹстерес тесе тăрăшать.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика