22 марта 2016 г.
Нумаях пулмасть "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче "Атте, анне, эпĕ - спортпа туслă çемье" уяв иртрĕ.
Унта Гайнуллинсен, Абеевсен, Кузьминсен, Мухаметзяновсен çемйисем хутшăнчĕç. Спортпа туслă çемьесем "Манăн хаваслă мечĕк", "Кам хăвăртрах?", "Хăш çемье туслăрах?", "Кенгуру", "Манăн анне - чи лайăх фигуристка" тата ытти вăйăсенче тупăшрĕç. Физкультура енĕпе ĕçлекен инструктор Алена Зайцева чăннипех те интереслĕ вăйăсем хатĕрленĕ.
Жюри членĕсем Абеевсем - Лейсан Хайдеровна, Фанис Гарефетдинович, ывăлĕ Фаиль - чи маттуррисем тесе палăртрĕç. Ыттисем те ăмăртусенче хастарлăхпа палăрчĕç.
В.НИКИФОРОВА,
воспитатель
Источник: "Каçал Ен"