Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Олимпиада призерĕ

18 марта 2016 г.

Чылайăшĕ юлашки вăхăтра çамрăксем çăмăлттай теме пăхать пулин те, маттуррисем, тăрăшуллисем те йышлă-ха. Вĕсем обществăлла ĕçре хастар, вĕренỹре - малтисем, спортра - маттур.

Вĕсенчен пĕри - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Аня Таборкина 11-мĕш класра вĕренекенскерĕн дневникĕнче "5" тата "4" паллăсем çеç. Вăл пур предмета та пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек шĕкĕлчет. Районти олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене тăтăшах хутшăнать, çĕнтерỹçĕсен, призерсен йышĕнче те пĕрре кăна мар пулнă. Унсăр пуçне "Русский медвежонок", "Кенгуру" олимпиадăсенчен те айккинче тăрса юлмасть, лайăх кăтартусемпе палăрать. Акă, нумаях пулмасть Аня Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен вырăс чĕлхи тата литератури предмечĕн регионти олимпиадинче призер пулса тăнă. Асăннă предметсемпе Зоя Гавриловна Чернова педагог вĕрентет. Вăлах Аньăна олимпиадăна хутшăнма хатĕрленĕ.

Аня шкулти программăна юратса вĕренет. Апла пулин те пуринчен ытла вăл ют чĕлхе урокне кăмăллать. Учитель сăмахĕсене тимлĕн тăнлать, астуса юлма тăрăшать. Урокра паракан пĕлỹпе çеç çырлахмасть, интернетра тĕрлĕ информаципе паллашать, урăх кĕнекесене алла илет. Пĕр сăмахпа каласассăн тавракурăмне яланах анлăлатма тăрăшать.

- Йăлтах пĕлсе пĕтерме май çук. Çавах пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасса шанатăп. Кĕçех экзаменсем çывхараççĕ пулин те пĕлĕве çирĕплетме вăхăт пур-ха, - терĕ вăл йăл кулса.

Аня Таборкина ташă тĕнчине юратать. Нумаях пулмасть вăл районти искусство шкулĕн хореографи уйрăмне вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен сертификат илнĕ.

Хальлĕхе хĕр кăмăла каякан профессие палăртман. Çапах вăл пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе малалла та çирĕп утăмсемпе утассинче иккĕленỹ çук.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика