Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ташăçăсем - хăнара

15 марта 2016 г.

Мартăн 9-мĕшĕнче "Асамат кĕперĕ" ача садĕнче пысăк уяв иртрĕ. Искусство шкулĕн хореографи класĕнче 2-мĕш тата 6-мĕш классенче пĕлỹ пухакан хĕрачасем хăйсен юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Хореографи уйрăмĕн педагогĕ Татьяна Иванова ачасемпе вĕсен амăшĕсене ташăпа туслă пулни организма çирĕплетнине, пиçĕхтернине каласа пачĕ. Татьяна Евтихиевна кĕскен урок мĕнрен тăнипе те паллаштарчĕ, вĕренекенĕсемпе тĕрлĕ хусканусене кăтартса пачĕ. Ача садĕнчи "До-ми-солька" ушкăна çỹрекенсемпе ритмика урокĕ ирттерчĕ. Ачасем искусство шкулĕн вĕренекенĕсен илемлĕ ташшисене куç илмесĕр пăхса ларчĕç. Ку тĕлпулу пĕрремĕш çеç пулмĕ, хореографи уйрăмне çỹрекенсем татах та килме шантарчĕç.

О.ЕРЕМЕЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика