04 марта 2016 г.
Васильевка, Дубовка, Çĕнĕ Каçал ялĕсенче пурăнакансем Дубовкăри ял библиотекине яланах хавас кăмăлпа çỹреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ, кĕнекесем вулаççĕ. Асăннă библиотекăра 29 çул Татьяна Владимировна Волкова тăрăшать.
Библиотекăна кĕрсессĕнех тĕрлĕ выставкăсем куçа илĕртеççĕ. Ачасем те, аслăрах çулхисем те вĕсемпе кăсăкланса паллашаççĕ. Акă, "Ăста алăсем" кружока çỹрекенсен ĕçĕсемпе те курав хатĕрленĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ хутран, картонран мĕн кăна ăсталаман-ши? Любовь Петрова, Валентина Боровкова, Нина Ефимова, Елена Лаврушкина ăстаçăсем çыхма, тĕрлеме маттур. Вĕсем кофтăсем, шарфсем, тутăрсем çыхса хатĕрленĕ. Пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас тесе вĕсем тăтăшах библиотекăра тĕл пулаççĕ, алă ĕçĕсене мĕнле пурнăçламаллине сỹтсе яваççĕ. Унпа пĕрлех кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллашаççĕ. Пĕр сăмахпа каласассăн, пушă вăхăта яланах усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.
Н.БОРОВКОВА
Источник: "Каçал Ен"