04 марта 2016 г.
Нумаях пулмасть литература тĕнчи ачасен сăвăçи, çыравçи, киносценарисчĕ Агния Львовна Барто çуралнăранпа 110 çул çитнине уявларĕ. Пурте юратакан сăвăç çуралнăранпа вăхăт чылай иртнĕ пулсассăн та унăн сăввисене ачасем савăнса вулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, асламăшĕ-аслашшĕ те унăн сăввисене вуласа çитĕннĕ. "Йĕрекен Таня" тата урине татнă упа çури пирки тăватă йĕркеллĕ сăвăсем çинче темиçе ăру ача ỹснĕ, "Подкидыш" кивĕ кино та хальхи куракансен чĕрине пырса тивет. Паян Агния Барто ятне илтсен нумайăшĕ тỹрех "Уронили Мишку на пол, Оторвали Мишке лапу, Все равно его не брошу, Потому что он - хороший!" сăвва аса илет.
Февралĕн 17-мĕшĕнче юбилей кунне тĕпе хурса районти ача-пăча библиотекинче поэзи сехечĕ иртрĕ. Унта Комсомольски вăтам шкулĕн 1-мĕш "б" класĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Е.Прокопьева тата И.Крылова библиотекарьсем кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Елена Петровна ачасене выставкăпа паллаштарчĕ. 1-мĕш "б" класс ачисем "Игрушка", "Уронили Мишку на пол", "Вовка - добрая душа" тата ытти сăвăсене пăхмасăр каласа пачĕç. Çавăнпа пĕрлех викторинăна хутшăнчĕç, "Слон и веревочка" кинофильмăн пĕр сыпăкне интересленсех пăхрĕç.
О.МАТВЕЕВА
Источник: "Каçал Ен"