04 марта 2016 г.
Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹснисем пултаруллă та тăрăшуллă пулнине тĕслĕхпе çирĕплетеççĕ. Аслăрах çулхисем çеç мар, çамрăксем те пурнăçра çитĕнỹ патне çирĕп утăмсемпе утаççĕ. Паян вĕсенчен пĕринпе шăпах сире паллаштарасшăн. Люба Галкина - вĕренỹре маттур пулнăшăн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçнĕ.
Люба 1999 çулта Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă, çемьери иккĕмĕш ача вăл. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлỹ пухаканскерĕн пĕр пушă вăхăт та çук, вăл яланах тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнма хатĕрленет. Хими, математика, акăлчан чĕлхипе вырăс литература предмечĕсене вара уйрăмах килĕштерет тăрăшуллă хĕр.
Тăрăшса вĕреннĕрен хĕр районти олимпиадăсенче тата республикăри конкурссенче çĕнтерет. Люба яланах малтисен ретĕнче. Акă, 2015 çулта вăл "Чувашия - территория будущего" эссе конкурсĕнче I-мĕш степенлĕ Диплома тивĕçнĕ. 2016 çулта та "Роль литературы в жизни человека" эссе конкурсĕнче "У человека должны быть любимые произведения к которым он обращается неоднократно, которые знает в деталях" номинацире 1-мĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕр пултаруллă хĕрпĕрчи шкул ачисен "Наука. Творчество. Развитие" наукăпа практика конференцийĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă, Шупашкарти коопераци институчĕ ирттернĕ "Научный старт" наука конференцине хутшăнма та вăхăт тупнă.
2014 çулта вара Люба Зеленодольск хулинче Каюма Насыри ячĕпе регионсем хушшинчи çамрăксен 12-мĕш наукăпа тĕпчев вулавĕнче "Хими" секцийĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Хĕр çуллахи каникул вăхăтĕнче те алă усса лармасть. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама кăмăллать, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма та ерçет. Акă, тĕслĕхрен, 2014 çулта вăл республикăри "НАНОГРАД-Ч" çуллахи лагерьте тăрăшнă.
Çавăнпа пĕрлех Люба А.И.Герцен ячĕллĕ РГПУ ирттерекен дистанци конкурсĕсемпе олимпиадăсене, уçă интернет-конкурссене хутшăнса пĕлĕвне ỹстерет, çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Наукăсăр пуçне пултаруллă хĕр ỹнер искусствипе интересленет. Ỹкерет.
Люба шкулти кашни урока тĕплĕн хатĕрленет. Тухтăр пулма ĕмĕтленекенскер, тăрăшса вĕренет.
Людмила Гурьевнăпа Александр Васильевич Галкинсем хĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ. Куллен пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"