Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Волейболла, футболла вылярĕç

26 февраля 2016 г.

Районта спорта тата физкультурăна кăмăллакансем сахал мар. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, хоккей площадкисенче иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне те халăх йышлă çỹрет. Акă, кану кунĕсем тĕрлĕ ăмăртусемпе тата мероприятисемпе тулли пулчĕç.

Спортсменсем февралĕн 22-мĕшĕнче, тунтикун, волейболла выляса Туслăх кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç, ытларикун, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче, футболла вылярĕç.

Комсомольски ял тăрăхĕн каччисем волейболла вылярĕç. Хĕрỹ тупăшура "Шанхай" командăна çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшсем - Ленин, виççĕмĕшсем Завод урамĕсен командисем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене Борис Малов предприниматель парнесемпе чысларĕ.

Ытларикун районти 13 команда футболла вылярĕ. Финалти тупăшу çав тери хĕрỹ иртрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн командипе Хирти Сĕнтĕрсем тупăшрĕç. Комсомольскисем çĕнтерчĕç, Хирти Сĕнтĕрсем - иккĕмĕш, "Кубня" команда виççĕмĕш пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсене медальсем парса чысларĕç.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика