Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Самаринсем хăюллă та маттур

19 февраля 2016 г.

 Кашни ача мĕн пĕчĕкренех çитĕнсен кам пуласси пирки ĕмĕтленет. Тĕнчере нумай професси, вĕсенчен кашниех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн шăпах пархатарлă ĕçре тăрăшакансем пирки çырса пĕлтерсессĕн вырăнлă пулĕ.

Кăвайта е кухньăра тивсе илнĕ алшăллие кашниех сỹнтереет. Пушар алхассан вара чи малтанах вут-çулăмпа кĕрешекенсем пулăшма васкаççĕ. Вĕсене яланах хăюлăх, паттăрлăх, хастарлăх, служба тивĕçне пурнăçлани, "хĕрлĕ автанпа" кĕрешме ирлĕ-каçлă хатĕр пулни уйăрса тăрать. Шăпах çавăн пек çынсем ĕçлеççĕ те районти 31-мĕш пушар чаçĕнче. Кашнийĕн ĕç стажĕ 10 çултан кая мар. Унпа пĕрлех çемье династийĕн ĕçне тăсакансем те пур. Сăмахран, Мамуткинсем, Прохоровсем, Самаринсем.

Пĕртăван Александрпа Андрей Самаринсем пушар чаçĕнче водительте ĕçлеççĕ. Александр Сергеевичăн ĕç стажĕ - 19 çул. Саша çемьери иккĕмĕш ача, вăл 1965 çулта çуралнă. Комсомольски вăтам шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн вырăнти сельхозтехникăна ĕçлеме вырнаçнă, районти ДОСААФ-ра водителе вĕреннĕ. 1984 çулта вара Александр Самарин салтак аттине тăхăннă. Хĕсметре вăл Куйбышев (хальхи Самар) хулинче пулнă. Салтакран 1986 çулта таврăнсан райпора водительте тăрăшнă, куçăмлă майпа Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, механик профессине алла илнĕ. 1987 çулта Маринăпа Александр Самаринсем çемье çавăрнă. Вĕсем пĕр-пĕрне шкул партти хушшинченех килĕштернине, çамрăк хĕр пулас мăшăрне салтака ăсатса кĕтсе илнине асăнса хăварма та кăмăллă. Самаринсем пĕр ывăла, Алексея, тивĕçлĕ воспитани парса çĕршыва юрăхлă каччă çитĕнтернĕ. Вăл, мĕн пĕчĕкренех ашшĕнчен хăпмасăр техникăна кăмăллаканскер, Шупашкар хулинчи "Лада-авто" компанинче тăрăшать.

Саша шăллĕ Андрей вара тетĕшĕнчен 6 çул кĕçĕнрех. Вăл та пиччĕшĕн çулĕпех утнă, СХТ-ра ĕçленĕ, водителе вĕренсе тухнă. Çар службине Андрей Украинăри Могилев-Подольский хулинче пуçланă. Каярах Германири Цербат хулине çитнĕ. Тăван тăрăха 1991 çулта таврăннă.

- Çарта тăнă кунсем паян та асрах, акă ун чухне пирĕн тăрăхра жвачка сутмастчĕç. Çавна май ăна 2 килограмм таранах туянса килнĕччĕ, - аса илет кулса Андрей Сергеевич.

Тăван тăрăха таврăнсан Андрей малтан Госстрахра, каярах райпора водительте ĕçленĕ. 1992 çулта çемье çавăрнă. Маринăпа Андрей Самаринсен - икĕ чипер хĕр. Асли, Люба, Комсомольски райповĕнче бухгалтерта тăрăшать, мăшăрĕпе, ывăлĕпе Комсомольскинчех тĕпленнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Лия вара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухать. Андрей Сергеевич пиччĕшĕн çулĕпе утса районти 31-мĕш пушар чаçĕнче 16 çул тăрăшать.

Амăшĕ, Мария Ивановна, акă мĕнле аса илет: "Сашăпа Андрей мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ япалапа киленетчĕç. Асли техникăна ытларах кăмăллатчĕ, электропроводасемпе аппаланатчĕ, кунĕн-çĕрĕн тăрăшсах темскер ăсталатчĕ. Андрей вара ашшĕ хыççăн вăлтапа витре йăтса ир-ирех Кĕтне хĕррине чупатчĕ е кунĕпе кĕнеке вулатчĕ. Халĕ те Саша техникăна кăмăллать, автомашинăсем юсать, Андрей вара пушă вăхăтра пулла çỹреме юратать. Юлташĕсемпе пĕрле Сĕвере, Сăрта, Атăлта пулă тытать. Чи пысăк тупăш - 10,5 килограмлă карп".

- Пирĕн ĕçре тĕп вырăнта май пур таран хăвăртрах пушар е авари пулнă вырăна çитсе çынсене пулăшасси, пушара вăхăтра сỹнтересси. Юлашки вăхăтра районта вут-кăвар енĕпе лару-тăру уйрăмах çивĕчленчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчех пĕр ялта мунча çунчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта 4 хутчен пушар алхасрĕ. Кашниех кил хуçисем тимсĕр пулнипе тухнă. Çавăнпа та районта пурăнакансене тимлĕ пулма, пушар правилисене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр, - терĕ пĕтĕмлетсе Александр.

Александрпа Андрей Самаринсем шаннă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă ĕçченсем. Ĕçре вĕсем хисеплĕ юлташ, килте - юратнă мăшăр, атте, ывăл.

Çĕршывра тăнăçлăха сыхлакан, çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакансене Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Сире çирĕп сывлăх, ума лартнă тĕллевсене пурнăçламашкăн ăнăçу, мирлĕ тỹпе, телей тата ырлăх сунатпăр.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика