Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тăван тăрăхра савăнса пурăнать

09 февраля 2016 г.

Дубовка ялĕнче пурăнакан Христиния Семеновна Митюкова иртнĕ эрнере 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Çак чаплă та сумлă юбилейпе Христиния Семеновнăна район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Зуфар Тимаев тата Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем саламланă, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу суннă. Зуфар Минхалимович РФ Президенчĕ В.В.Путин янă салам открыткине вуласа панă, асăнмалăх парнепе чысланă. Юбиляр хăнасене ырă тата савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илнĕ.

Христиния Семеновнан пурнăçĕ çăмăлах килмен. Унăн вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене тỹсме тивнĕ. 1921 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1939 çулта вăл Мускав хулине чугун çул тунă çĕре ĕçлеме тухса кайнă.

- Эпир пĕр баракра 70 хĕрарăмпа хĕрсем пурăнаттăмăр. Вăрçă пирки те пĕрремĕш хут çавăнтах илтрĕм. Пĕр çамрăк хĕр "Девки, война... Война...!" тесе кăшкăрни халĕ те асăмран тухмасть. Çак сăмахсем пĕр самантра йăлтах аркатрĕç: пире çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене салатрĕç, кама - вăрçă хирне, теприне - вĕренме, кама - тăван киле. Манăн тăван ялах таврăнма тỹр килчĕ. Вăл вăхăтра кашниех вăйне шеллемесĕр фронт валли тăрăшнă: фермăсенче ĕçленĕ, вăрман каснă, окоп чавнă. Каçхине вара салтаксем валли ăшă чăлха-алса çыхаттăмăр. 1950 çулта пире Ленинград хулине çĕнĕрен тунă çĕре илсе кайрĕç, - аса илет ватă.

Христиния Семеновна Йĕпреç районне качча тухнă. Мăшăрĕсĕр тăрса юлсан та пĕчченех хуçалăхра кăштăртатнă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. 2013 çулта вара тăван тăрăха таврăннă. Халĕ тăванĕсем патĕнче, Александр Чаркин çемйинче, кун кунлать. Сывлăхĕ пирки Христиния Семеновна пĕрре те ỹпкелешмест. "Чир-чĕр мĕнне эпĕ пĕлместĕп те", - тет вăл кулкаласа. 95 çулхи кинемей куçлăхсăрах çекĕлпе е пански йĕппипе çыхать.

Эпир Христиния Семеновнăна сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Тата та нумай çул çывăх тăванĕсене савăнтарса пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика