22 января 2016 г.
Хĕллехи сивĕ вăхăтра синоптиксем çанталăк çинчен пĕлтернине çула тухма хатĕрленекен яланах итлеме тăрăшать. Ара, кĕтмен çĕртен çул çинче çил-тăман хăваласа çитни инкек патне те илсе çитермепултарать-çке.
Иртнĕ эрнере çил-тăман пуласси çинчен çанталăка сăнакансем маларах пĕлтернĕччĕ. Вырсарникун кăнтăрла умĕн темиçе сехетрех çулсен хĕррипе, çуртсен çумĕпе кĕрт куписем хыврĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ - çулсем çинче юр тасатакан техника курăнса кайрĕ. Çул-йĕр тасатакансен чăнласах та канăç çук. Пĕрре тасатса кайнă хыççăн наччасрах хỹсе лартать те.
Районта çул-йĕре юртан тасатассипе пĕр чарăнми тенĕ пек 40-е яхăн техника ĕçлет. Çав шутран 17-шĕ муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автомашина çулĕсене тасатать. Вĕсем хушшинче грейдерсем, эк-скаваторсем, тракторсемпе автомашинăсем те пур. Асăннă çулсене "Дубовка" ООО, "Стройсервис" ЗАО, "Чувашавтодор" ОАО кунĕн-çĕрĕн тасатсах тăраççĕ, кирлĕ чухне хăйăрпа сапаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районти çулсем çинче лару-тăру йĕркеллех. Вырăн-вырăн юр хĕвекен çĕре техника вăхăтра çитет, чăрмава сирет. Ял тăрăхĕсем те вăйлатнă режимпа çине тăрсах ĕçлеççĕ, май çитнĕ таран урамсенчи çулсене тасатаççĕ.
Акă, Комсомольски ял тăрăхне кĕрекен çулсем çине 7 техника кăларнă. Администраци ял тăрăхĕ пĕлтерĕшлĕ çулсене, урамсене юртан тасатма организацисемпе, уйрăм предпринимательсемпе тата уйрăм çынсемпе ятарлă килĕшỹ тунă. Комсомольски, Кĕçĕн Каçал, Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Шăхран, Виçпỹрт ялĕсенчи çулсене юртан тасатассишĕн А.В. Дряблов, Э.В.Алексеев уйрăм предпринимательсен, "Дубовка" ООО, В.Н.Васильев уйрăм çыннăн тата поселенин техники яваплă.
- Юлашки кунсенче юр çусах тăрать. Çавăнпа та эпир çил-тăман кỹрекен йывăрлăхсене парăнтарма хатĕр. Килĕшỹ тунă çынсемпе организацисем ялсенчи çулсене вăхăтра çитсе тасатаççĕ. Автомашина çулĕсене юртан хырса ĕлкĕретпĕр пулсан, тротуарсене пур чухне те вăхăтра тасатайман тĕслĕхсем пулнă. Çавна шута илсе çак кунсенче пысăк техника кĕреймен тротуарсене тирпей-илем кỹме ятарласа çĕнĕ агрегат туяннине, унпа ĕçлеме уйрăм çынна ĕçе илнине пĕлтерме кăмăллă. Комсомоль-ски ялĕнчи пысăк юр куписене те çитес кунсенчех турттарса тухма шантаратпăр. Кăçал техника та, топливо та çителĕклĕ пулни уйрăмах савăнтарать, - тет Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков лару-тăрупа паллаштарса.
Хаçат вулаканăмăрсем, сирĕн тăрăхра çулсене юртан тасатассипе лару-тăру еплерех? Çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"