Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачасен хаваслă сасси ян! янратăр

23 декабря 2015 г.

Иртнĕ эрнекун районти "Пучах" ача сачĕ 30 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак вăхăтра ача садĕнче 1500 пепке тивĕçлĕ воспитани илсе партта хушшине ларнă. Паянхи кун "Пучаха" куллен çỹрекен 142 ачана 9 воспитатель кĕтсе илет, вĕсене выляма, пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтарать. Коллективра 30 çын тăрăшать. Вĕсем ачасен пурнăçне кирлĕ пек йĕркелессишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Шăпăрлансен ача садĕнчи пурнăçĕ тулли те тĕрлĕ енлĕ пулни куç кĕрет. Çитес çул шкула кайма хатĕрленекен ушкăна çỹрекенсем уявра тĕрлĕ ташăпа тĕлĕнтерчĕç, юрласа, сăвă каласа савăнтарчĕç.

Юбилей уявне район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Александровна Петрова, пирвайхи заведующисем Римма Петровна Суратовăпа Галина Николаевна Мельникова, асăннă ача садĕнче 30 çул тăрăшнă ветерансем, ĕçтешсем, ашшĕ-амăшĕ килсе çитнĕ. Светлана Токмакова заведующи ача сачĕн кун-çулĕпе, çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

- Коллективра ĕçе чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем пурте пысăк опытлă, пултаруллă. Ачасемпе наччасрах пĕр чĕлхе тупса тĕрлĕ вăйăсене явăçтарма пултараççĕ. Нумай конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма условисем çителĕклĕ. Ача садне уçнăранпа 30 çул çитнĕ май коллектива, ветерансене ăшшăн саламлатăп, кун-çулăр вăрăм та такăр пултăр, - терĕ уяв ячĕпе саламласа Светлана Юлиановна.

1985 çулта хута кайнă "Пучах" ача сачĕн пĕрремĕш заведующийĕ Римма Суратова пулнă. Вăл уяв ячĕпе саламланă май, ача садне çĕнетсессĕн, юсав ĕçĕсем пурнăçласассăн тем пекех аван пулнине палăртрĕ. 18 çул заведующинче тăрăшнă Галина Мельникова юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, малашне те маттуррисен йышĕнче пулма, куллен аталанса пыма сунчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ентеш Петр Краснов, район администрацийĕ, ветерансем, ашшĕ-амăшĕсем ачасене парнесемпе савăнтарчĕç.

"Пучах" ача сачĕн кун-çулĕ вăрăм пултăр, унăн алăкне кашни ача хавас кăмăлпа уçтăр. Кунта яланах шăпăрлансен хаваслă сасси янăраса тăтăр!

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика