Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Спорт туслăх çулне уçса парать

16 декабря 2015 г.

 Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсене районти ытти шкулсен спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарассине пысăк вырăна хураççĕ. Ку кăна та мар, республикăри кỹршĕ районсенчи шкулсемпе те тачă çыхăну тытма тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче кăна пирĕн спортсменсем Урмаел тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен ачисемпе тĕл пулса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Шупашкарта квалификацие ỹстермелли курсра пулнă май Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Ф.Ермолаев çакăн пек сĕнỹ пачĕ: ачасене сĕтел çинчи теннис вăййисенче тупăштарар-ха. Шăпах тата халĕ республикăра "Спорт пурнăçпа килĕшсе тăман йăласенчен хăтăлма пулăшать" акци пырать. Шăмăршăсен сĕнĕвĕпе килĕшсе тĕлпулусен кунне те палăртрĕç. Хăнасем пирĕн шкула килсе çитрĕç. Теннис вăййисене ирттерекен Валерий Николаев судья ачасене икĕ ушкăна пайларĕ. Пуçланчĕç вара çивĕч тытăçусем. Пĕрремĕш ушкăнра вылякан пирĕн шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Р.Романов пĕрремĕш приз хуçи пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăн та Комсомольскисен - вăл Д.Тазетдинов, 7-мĕш класра вĕренет. Виççĕмĕш вырăна Карапай Шăмăршă шкулĕн теннисисчĕ А.Лукьянов тивĕçрĕ. Тепĕр ушкăнра та Комсомольски шкулĕн спортсменĕ Д.Фарахиев çĕнтерчĕ, пилĕк очко пухса пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăн Шăмăршăсен - Д.Ермолаев тăватă очко пуçтарма пултарчĕ. Виççĕмĕш вырăна пирĕн шкул ачи Д.Столяров тивĕçрĕ.

Ф.ГАВРИЛОВ, ĕç урокĕсен,

рисованипе черчени предмечĕсен учителĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика