12 декабря 2015 г.
Данил Тимофеев Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 6-мĕш "а" класра пĕлỹ пухать. Вăл нумай конкурса хутшăнма, призерсен йышне кĕме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Нумаях пулмасть вара вĕренекен Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Тĕп управленийĕ йĕркеленĕ "Çăлавçăна - çыру" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăнă. Данил çырăвĕ жюри членĕсене çав тери хумхантарнă. Вĕренекен ĕçĕ "Письмо действующему сотруднику МЧС" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çырăвĕнче вăл кашни çынна пулăшу кирлине асăннă. "Пĕрин пурлăхĕ çунса кĕлленнĕ, тепри шыв илнипе шар курнă. Укçа-тенкĕ пулсассăн пурăнмалли çурт, автомашина, пурлăх туянма пулать-ха. Анчах нумайăшĕ хăйсен чунне çухатнă. Юлташăм, кала-ха, ăçта тата мĕнле майпа çынсен чунĕсене туянмалла? Ăна вара нимĕнле укçапа та туянаймăн, юлашки вăхăтра халăх хаярланчĕ. Мĕнле майпа çынсене ырă кăмăллăрах тумалла-ха? Ачасене, атте-аннене тимлĕх кирлĕ. Ырăрах пуласчĕ те...". Çакăн пек ыйтусене çĕкленĕ вĕренекен.
Конкурсра çĕнтернĕ ачасене Раççей МЧС Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов саламланă, парнепе тата Хисеп грамотипе наградăланă. Данил çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулни чи малтанах ашшĕ-амăшне, Светланăпа Анатолий Тимофеевсене, савăнтарать. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Ильхамия Басырова та вĕренекен çитĕнĕвĕпе кăмăллă.
Данил малашне тата та нумай конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пуласса шанатпăр. Çакна пурнăçлама вĕренỹре ĕлкĕрсе пыни, ỹркенменни, кĕнекепе туслă пулни кирлĕ.
А.АНТОНОВА
Источник: "Каçал Ен"