28 ноября 2015 г.
Раççейри чылай регионшăн çынсем кивĕ тата авариллĕ çуртсенче пурăнни - чи пирвай татса памалли ыйтусен йышĕнче.
Çакăн йышши çуртсем пирĕн районта та пуррине пĕрре мар çырнăччĕ. Ялăн сăн-сăпатне пăснисĕр пуçне вĕсем унта пурăнакансемшĕн те питĕ хăрушă пулса тăраççĕ. Яланхи пекех çакăн евĕр çуртсенче юсав ĕçĕсене те вуншар çул туманни паллă. Паянхи кун, РФ саккунĕпе килĕшỹллĕн, хваттерсен юсав ĕçĕсене унта пурăнакансен пурнăçламалла. Шел пулин те, нумайăшĕ ăна валли укçа-тенкĕ çитереймест. 2010 çултанпа Раççейре авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Пирĕн тăрăхра та программăна пурнăçа кĕртессипе активлă тăрăшаççĕ.
Акă, нумаях пулмасть районта асăннă программăн 2-мĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Çавна май çынсем валли 10220043 тенкĕлĕх 10 хваттер туяннă. Юнкун вара авариллĕ çуртсенче пурăннă çемьесем савăнăçлă лару-тăрура алла çĕнĕ хваттер уççисене тата докуменчĕсене илчĕç.
Тахçанах кĕтнĕ мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, "Вира" ООО директорĕ Сергей Михеев хутшăнчĕç. Килнĕ хăнасем çĕнĕ хваттер хуçисене саламларĕç, ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшỹпе телей сунчĕç. Çавăнпа пĕрлех Алексей Александрович çĕнĕ çурт çав тери меллĕ вырăнта вырнаçнине палăртса хăварчĕ. Инçех мар - стадион, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ, "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ.
Хăтлă хваттерсен хуçисем вара строительсен ĕçченлĕхне палăртрĕç, РФ тата республика правительствисене, район, ял поселени администрацийĕсене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕшĕн тав турĕç. Хăнасем хваттерсемпе паллашнă май, кунта пурăнма пĕтĕм услови пуррине палăртрĕ: пластик чỹречесем, стенасем çинче обой, кухньăра газ плитипе уйрăм ăшăнмалли котел... Савăнса çеç пурăнмалла.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"