28 ноября 2015 г.
"Анне мана çунат пиллет,
Ытарайми чĕкеçĕм, тет.
Чĕкеçĕм, тет ăс вĕрентсе,
Ăс вĕрентсе, хисеплесе.
Аннесен ячĕпе йĕркеленĕ уява илемлĕ сăвăпа уçрăмăр. "Шăнкăрав курăкĕ" ушкăна çỹрекенсем чи çывăх çыннисен уявне тĕплĕн хатĕрленчĕç. Юрлама, ташлама хăнăхрĕç, çепĕç сăвăсем каларĕç. Амăшĕсене чăвашла, вырăсла, тутарла саламларĕç. Илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.
Уявра юрă-ташă çеç пулмарĕ. Амăшĕсен ăсталăхĕпе те паллашрăмăр. Вĕсем юмахсен ячĕсене, геройĕсене епле пĕлнипе кăсăклантăмăр. Конкурссене амăшĕсем, асламăшĕсем, кукамăшĕсем хастар хутшăнчĕç. Ачасем амăшĕсене епле хитрелетме пултарнине те тĕрĕслерĕмĕр. Пĕчĕкскерсем çав тери тăрăшуллă пулчĕç. Кашнин амăшĕ - чи хитри-çке! Пĕрле пухăнса ташланине, савăннине мĕн çиттĕр?
Çак кун зала пухăннисен, çут тĕнчери чи çывăх çынсен савăк кулли чуна ăшăтрĕ. Çĕр çинче яланах анне пултăр!
З.КСЕНОФОНТОВА,
"Пучах" ача сачĕн воспитателĕ
Источник: "Каçал Ен"