25 ноября 2015 г.
"Ачасем тата çемье" акции вăхăтĕнче районти ача-пăча библиотекинче интереслĕ çул çỹрев йĕркелерĕмĕр.
Çул çỹреве Пĕтĕм тĕнчери ачасен прависен кунне халалларăмăр. Вĕренекенсене ача правин Конвенцийĕпе туллин паллаштартăмăр.
Çул çỹреве кĕçĕн классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Ачасем тĕрлĕ станцисенче пулчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç, ачасен мĕнле право пуррипе паллашрĕç. Сăмахран, çут тĕнчене килнĕ кашни ачан ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ, йăмăкĕ, шăллĕ е аппăшĕ, пиччĕшĕ пулмалла. Çавăн пекех унăн вĕренме, медицина пулăшăвĕ илме те ирĕк пур.
Çул çỹрев вĕçленнĕ хыççăн вĕренекенсем "Ребенок и его права" кĕнекесен выставкипе паллашрĕç. Ачасен саккуна лайăх пĕлмелле, вĕсене ăша хывса ỹсмелле.
Е.ПРОКОПЬЕВА,
ача-пăча библиотекин заведующийĕ
Источник: "Каçал Ен"