Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕренекенсемпе тĕл пулнă

25 ноября 2015 г.

Ноябрĕн 20-мĕшĕ - Пĕтĕм Тĕнчери ача кунĕ. Çак куна Чăваш Енре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пек паллă турĕç. Çавна май районта та тĕрлĕ мероприятисем, тĕлпулусем пулчĕç. Шкулсенче класс сехечĕсенче калаçусем иртрĕç, библиотекăсенче викторинăсем йĕркелерĕç.

Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун районти нотариаллă кантур нотариусĕ Любовь Степанова Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 9 "б" класĕнче пĕлỹ пухакансемпе тĕл пулчĕ. Вĕсене право пĕлĕвĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ачасен интересĕсене, прависене хỹтĕлес ыйтусене уçăмлатрĕ. Вĕренекенсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Çамрăксем хăйсен мĕн тума ирĕк пуррипе çуккине аван пĕлеççĕ пулин те, чылай ыйту пулчĕ.

- Вĕренекенсен хăйсен прависене лайăх пĕлмелле, пĕрне-пĕри хисеплемелле, саккуна пăхăнса пурăнмалла. Çавна май ачасемпе право кунĕ йĕркелени тухăçлă пулатех, - терĕ пĕтĕмлетсе Любовь Витальевна.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика