Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Юхăннă çуртсенчен - çĕнĕ хваттере

14 ноября 2015 г.

Пурăнмалли вырăн пурри - кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ ыйту. Çапах та çурт е хваттер пурри çеç çителĕксĕр, унти пурăнмалли условисем кирлĕ шайра пулмалла. Шел пулин те, пирĕн районта юхăннă, авариллĕ çуртсенче кун кунлакансем пур-ха. Граждансене пурăнма юрăхсăр авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, республикăра тĕллевлĕ программăна ĕçе кĕртме 5 млрд тенкĕ уйăрнă.

Асăннă программа районта 3 тапхăрпа пурнăçланать. 2014 çулта çак программăпа килĕшỹллĕн 6 çемьене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Çакна пурнăçлама 7838400 тенкĕ укçа уйăрнă. Юманкинсен, Каштановсен, Дьяконовсен, Митюковсен, Карсуновсен, Владимировсен çемйисем çулталăк ытла çĕнĕ, хăтлă хваттерсенче савăнса пурăнаççĕ те ĕнтĕ.

Çак программа кăçал та ăнăçлăн пурнăçланать. Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Комсомольскинчи Октябрьски урамĕнчи 8-мĕш, Комсомольски урамĕнчи 78-мĕш тата Завод урамĕнчи 39 "а" çуртсене тĕпрен юсама çуккине кура пăсма палăртнă. Унта пурăнакан çемьесене Кабалин микрорайонĕнчи 15-мĕш çуртри çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерĕç. Çемьесем валли пурăнмалли 10 хваттер туянма 10220043 тенкĕ укçа тăкакланă. Хваттерсенче савăнса пурăнма пур услови те çителĕклĕ: сенкер çулăм çунать, ăшă, сивĕ шыв пур, апат пĕçерме плита вырнаçтарнă, ваннăй лартнă, юсав ĕçĕсене туса пĕтернĕ. Кĕр те пурăн. Çĕнĕ хуçасен кунта сĕтел-пукансем çеç илсе килсе лартмалла. Акă, Лаврушкинсен, Шумилкинсен, Волковсен, Алексеевсен, Шемекеевсен, Александровсен 2 çемйи, Шадринсен çемйисем ноябрĕн 17-мĕшĕнчех çĕнĕ хваттерсен уççисене, докуменчĕсене алла илеççĕ.

Программăн 3-мĕш тапхăрне - 2015-2017 çулсем - пурнăçлама юхăннă çуртсенчен куçарма çемьесем валли 8 хваттер илме плана кĕртнĕ пулсассăн, паянхи куна 3258452,2 тенкĕлĕх 4 хваттер туяннă та.

Тĕллевлĕ программа пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланать. Апла пулсассăн юхăннă тата авариллĕ çуртсенче пурăнакансем çитес вăхăтра çĕнĕ хваттерлĕ пулĕç.

Наталия ШУМИЛКИНА:

- Эпир 19 çул Октябрьски урамĕнчи 8-мĕш çуртра пурăнатпăр. 1946 çултах хута янă çурт чăннипех те кивелнĕ, юхăннă. Тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернине пĕлсессĕнех çемйипех савăнтăмăр. Çĕнĕ хваттер хăтлă та пысăк. 4 çулхи хĕрĕм Вика унта куçасса чăтăмсăррăн кĕтет. Ара унта пурăнма пур услови те çителĕклĕ. Юсав ĕçĕсем тумалла мар, кирлĕ сĕтел-пукан лартмалла та пурăнма кĕмелле. Пỹлĕмсем хăтлă, хитре, ваннăй, туалет пур... Хваттерпе тивĕçтернĕшĕн тавах. Ыттисен те пирĕн пек савăнмалла пултăр.

Н.Архипова

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика