11 ноября 2015 г.
Юлашки çулсенче республика спорт енчен аталанса та аталанса пырать. Кăçал кăна "Олимпийский" стадиона юсаса пĕтерсе июнĕн 20-21-мĕшĕсенче çăмăл атлетсен Европăри команда чемпионатне ирттерчĕç. Унта Европăри чи вăйлă командăсем, паллă спортсменсем, сумлă тренерсем хутшăннă. Ун умĕн вара Чăваш Енĕн тĕп хулинче "Шупашкар Арена" Пăр керменĕ уçăлни республикăра пурăнакансемшĕн пысăк парне пулчĕ.
Комсомольски районĕнче те çамрăк ăрăва спорта явăçтарас тĕллевпе нумай ĕçлеççĕ. Акă, хĕл ларсассăн хоккей вăййине кăмăллакансем конькипе ярăнса киленĕç, ăмăртусем те сахал мар иртĕç. Спортпа туслисем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем çулла стадионсенче, спорт площадкисенче вăй-халне çирĕплетеççĕ. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнчи тĕрлĕ залсемпе, бассейнпа хĕлĕн-çăвĕн усă курма май пур.
Халĕ вара Комсомольски çыннисен тепĕр савăнăç - Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ "Çĕрулмие мухтав" агрофирма тата "Стройсервис" организаци пулăшнипе райцентрти паркра спорт оборудованийĕ лартса панă. Халĕ ку площадкăра ача-пăчан ỹт-пĕвне çирĕплетме, аталантарма май пур. Пепкисемпе уçăлма тухнă ашшĕ-амăшĕ те, асламăшĕ-аслашшĕ те сывă пурнăç йĕркине тытса пырĕç, ачисемпе мăнукĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулĕç.
Асăннă оборудование вылямалли тата спорт инвентарĕсене кăларакан "ROMANA" заводран туяннă. Алăсем, кăкăр мышцисем, урасемпе пилĕк валли ятарласа хатĕрленĕ тренажерсем нумай вăй пĕтермесĕрех кĕлеткене аталантарма май параççĕ. Кашни спорт оборудованийĕ çинче сусăрсен коляскисем валли ятарлă тĕревсем пур. Тренажерсем вара, мышцăсене ỹстернисĕр пуçне, юн çаврăнăшне йĕркене кĕртме пулăшаççĕ.
Çĕнĕлĕх ачасене хăй патне илĕртме те ĕлкĕрнĕ. Акă, хăш-пĕр тренажерсем умĕнче черет те пур. Халĕ ĕнтĕ шкул хыççăн ачасем кунталла чупĕç, сывлă-хĕсемпе кĕлеткисене çирĕплетĕç, сывă пурнăç йĕркине тытса пырĕç.
Юрий МИТЮКОВ, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
- Сывă пурнăç йĕркин уссине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Тĕрĕс апатланни, çителĕклĕ çывăрни, уçă сывлăшра çỹрени организмшăн усăллă. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет. Спорт оборудованийĕ алă айĕнчех пулни тĕллевсене пурнăçлама пулăшать. Физкультурăпа, спортпа туслă çамрăкăн наркотикпе эрех-сăра валли вăхăт юлмасть, вăл шухăш пуçа та пырса кĕмест. Каччăсемпе хĕрсем паркра саксем çинче ларас вырăнне тренажерсемпе усă курма пуçласан ыттисем те спорт хатĕрĕсемпе туслашĕç. Хăйсен ачисем çине пăхса аслисем те ĕç хыççăн телевизорсем умĕнче лариччен паркри тренажерсем çинче вăхăт ирттерни мĕнле лайăх пулĕ. Эпир вара Комсомольски çыннисем спортпа туслашасса шанатпăр. Туяннă спорт оборудованине республикăрах, çĕнĕ технологисемпе усă курса тунă. Вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ. Апла пулсассăн унта кашниех çитсе курасса, тренажерсен пахалăхне хакласса шанатпăр.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"