Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕсен паттăрлăхĕ манăçми

31 октября 2015 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă ахрăмĕ асран тухман-ха. Ватăсем çав тискер вăхăта аса илеççĕ, вăрçăран таврăнайман тăванĕсене асра тытаççĕ. Александра Петрушкина та çемье архивĕнче упранакан сăн ỹкерчĕксене тăтăшах алла илет. Ассăн сывлать, куççульленет.

- Аннепе атте, Пелагея Кирилловнăпа Василий Леонтьевич Смирновсем, 4 ывăлпа 2 хĕре çут тĕнче парнеленĕ. Ывăлĕсем пурте вăрçа кайнă. Алексейпа Евдоким тăван ене таврăннă, Николайпа Иван вăрçă хирĕнче пуç хунă. Алексей Украинăра тĕпленнĕ. Николай вăрçăччен Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче шкулта ĕçленĕ. Хаяр çапăçусем пуçлансан фронта кайнă. Малтан Щелково хулинче вĕреннĕ. Çырăвĕсем Кировоград облаçĕн штемпелĕпе килетчĕç. 24 çулхи каччă çапăçура пуç хунă. Ăна Латвири Валски районĕнчи Эргем ялĕнче пытарнă. Ивана фронта Канаш хулинчен поездпа ăсатса янă чухне çеç курса юлтăм. Вăл пулеметчиксен командирĕ пулнă. Ленинград облаçĕнчи Пушечная тăва сыхласа пĕччен 50 ытла фашиста вĕлернине пĕлетĕп. 1942 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче гранатăпа танк айне ыткăннă та, çавăнтах вилнĕ. Евдоким та Чехославакине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăл 709-мĕш уйрăм çыхăну ротин связисчĕ пулнă. Икĕ хутчен аманнă хыççăн тăван ене таврăннă, - каласа парать иртнине аса илсе Санькка аппа.

Анна Конторскаяпа Александра Петрушкина пĕр тăвансен паттăрлăхне нихăçан та манмаççĕ. Кашни çулах пиччĕшсен сăнỹкерчĕкĕсемпе митинга тухаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсене те вĕсем пирки каласа параççĕ, яланах асра тытма ыйтаççĕ.

Вăрçă çулĕсем чăннипех те хаяр пулнă. Апла пулин те пурте тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме кар тăнă, фашиста тĕп тунă. Тăван киле таврăнайманнисен ячĕ пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхех упранĕ. Эпир вĕсене асра тытса асăну кунĕсем йĕркелетпĕр - Çĕнтерỹ кунĕнче вĕсен сăнỹкерчĕкĕсене тытса утни те ырă йăла. Çитĕнекен ăрăвăн паттăр салтаксене, аслашшĕ-кукашшĕсене лайăх пĕлмелле, вĕсен сăнарĕсене чĕрере упрамалла.

А.ТРОФИМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика