21 октября 2015 г.
Комсомольскинче пурăнакан Таисия Гавриловна Краснова çак уява паллă турĕ. Октябрĕн 17-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ватăна Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Н. Митюков саламларĕ. Илемлĕ хризантемăсен çыххи парнеленĕ май вăл юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр тата пурнăçра мĕнпур ыррине сунчĕ.
Таисия Гавриловна хăнасене лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕ. Ялта юбиляра пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Астакасси ялĕнче çуралнă. Вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсене лекнĕ ачалăхĕ çăмăл пулман. "Вунă-вуникĕ сехет, вăхăт-вăхăт кунĕн-çĕрĕн колхоз хирĕсенче пилĕк авнă, вăрман хатĕрленĕ, окоп чавнă çĕрте ĕçленĕ..." - аса илет Таисия Гавриловна.
Вăрçă хыççăнхи пурнăç та йывăр пулнă. Çапах çынсем мал ĕмĕтпе пурăннă, ĕçленĕ, паттăрлăх кăтартнă...
1952 çулхи июнь уйăхĕнче бухгалтерсен курсне пĕтернĕ хĕре Çĕнĕ Мăратри лесопункта ĕçлеме янă. Вăл кассирта, бухгалтерта ĕçленĕ. Пултаруллă хĕре çамрăк тракторист Василий куç хывнă. Яшпа пике пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрнă, ырлăх-пурлăх пуçтарнă.
"Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар", - тет кинемей. Пурнăç çулĕпе 50 çул юнашар утнă мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Таисия Гавриловна пĕчченех пурăнать. Ачисем тăван килтен вĕçсе тухса кайса хăйсен мăшăрĕсемпе хăтлă "йăвасем" çавăрнă.
Красновсем çемьеллĕ пурнăçа чыс-хисеппе пурăнса ирттернĕ. Икĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ, Зоя, çемьеленсе Комсомольскинче пурăнать. Кĕçĕнни Вера Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Таисия Гавриловнăн мăнукĕсем те çитĕнсе çитсе ĕçлекен пулнă. "Турра тав, пурте аван пурăнаççĕ. Эпĕ вĕсемшĕн савăнатăп",- тет хисеплĕ ватă.
Пурнăç урапи тăхăрвунă çаврăм тунă пулсан та, Таисия Гавриловна хăйне лайăх туять, панулми садне пăхса тăрать, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет. Кил-çуртне те тирпейлĕ тытать. Кинемей алă усса лармасть, вăл ĕçпе кун кунлать.
"Сирĕн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?" - ыйту çине вара вăл "Эпĕ пурнăçа юрататăп", - тесе хуравлать.
Эпир аслă ỹсĕмри çынсен умĕнче хисеплесе пуç таятпăр.
Комсомольски ял поселенийĕн сайтĕнчен
Источник: "Каçал Ен"