17 октября 2015 г.
Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн наукăпа вĕрентỹ министерстви 2014-2015 çулсенчи Раççейри чи лайăх шкулсен списокне палăртнă. Асăннă рейтинга чи пысăк результатсем кăтартнă 500 вĕренỹ учрежденине, ялти чи лайăх 200 шкула, вĕренекенсен пултарулăхне аталантаракан чи лайăх 200 вĕренỹ организацине, профиллĕ направленипе вĕрентекен чи лайăх 100 организацие кĕртнĕ.
Кашни çулах республикăри шкулсем çак рейтингра палăраççĕ. Асăннă рейтинга кĕнĕ ялти шкулсен шучĕ çулсерен ỹссе пыни те савăнтарать. 2014 çулта республикăри 5 шкул çеç унта лекейнĕ пулсан, кăçал 11 шкул - чи лайăх вĕренỹ организацийĕсен йышĕнче.
Акă, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ те яллă вырăнти чи лайăх шкулсем хушшинче çирĕпленнĕ.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулăн кĕске историйĕ Комсомольски шкулĕн ун чухнехи директорĕ Г.Длинов районти пысăк пухусенче калаçнисенчен пуçланнă. Вăл район центрĕнче тепĕр шкул çĕклеме пĕрре мар сĕннĕ. Çав вăхăтра кунта пĕртен-пĕр шкулта 1100 вĕренекен виçĕ çуртра пĕлỹ пухнă. Çак сĕнĕве ырласа йышăннă, çапла лав вырăнтан тапраннă. 1988 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче пулас шкул ларас çĕр лаптăкне суйланă та. Шел пулин те, çĕршыври политикăпа экономика лару-тăрăвĕ ылмашăнса пынипе объекта ниепле те тума пуçлайман. Район администрацийĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ К.Мифтахутдинов пуçарнипе 1991 çулта çĕнĕ шкулăн строительство ĕçĕсем пуçланнă. Çав çулах пулас шкул директорĕн ĕçне А.Орлова шанса панă. Вăл çак должноçра 2000 çулччен тăрăшнă. 2000-2001 çулсенче шкул директорĕ Т.Иванова пулнă. 2001 çулхи сентябрьтен паянхи кунччен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн туслă коллективне Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Длинов ертсе пырать.
Пурте кĕтнĕ шкула 1994 çулта туса пĕтернĕ, çав çулах вăл 535 ачана вĕренме йышăннă. 1996 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕпе килĕшсе шкулта педагогика, 2000 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн лицей класĕсем уçнă. Çакă районти нумай ял ачисене тарăн пĕлỹ пухса малалла вĕренме çул уçса панă. Асăннă шкул историйĕ çырăнма пуçлани 20 çул анчах пулсан та, вăл çак çулсенче районта çеç мар, республикăра та палăрса ĕлкĕрнĕ. Кашни çулах тĕрлĕ проектсемпе конкурссене активлăн хутшăнать, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсех пырать. Тĕслĕхрен, "Реформа системы образования" МБРР проектне хутшăнса шкул ачасене ялсенчен илсе çỹреме автобус илнĕ, профиллĕ кабинетсем хатĕрленĕ, мультимедиллĕ тата ытти техника илсе лартнă. Унсăр пуçне 2006 çулта 2-мĕш вăтам шкул Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвне илес тесе конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 1 миллион тенке тивĕçнĕ, шкула çĕнетнĕ. Кунта, паллах, тăрăшса ĕçлекен педагогсен туслă коллективĕн тỹпи питĕ пысăк. Ку шкула Netschool автоматизациленĕ информаци системине те ĕçе кĕртнĕ. Çак программăпа усă курса шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ интернета кĕрсе вĕренекенсен оценкисемпе, шкулти лару-тăрăвĕпе килтенех паллашма пултарать. Унсăр пуçне шкул инновациллĕ вĕрентỹ программисене активлăн кĕртсех пырать. Ачасене çирĕп пĕлỹ пама пулăшакан çирĕп никĕс хывать. 2008 çултанпа вара асăннă шкул - сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ресурслă центр.
Паянхи куна шкулта 53 çын тăрăшать, вĕсенчен 32-шĕ - педагогика ĕçченĕсем. Педагогсем хушшинче 19-шĕ аслă категориллĕ, 10-шĕ пĕрремĕш категорие тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Т.П. Иванова, А.Н. Сорокина, Л.К. Орлова "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕ", Н.Я. Боровкова, С.Г. Индюкова, Т.В. Кокорева, Ф.В. Гаврилов, В.Г. Краснова, М.В. Кондратьева, Е.С. Дьяконова, Г.Ф. Мавлютова "Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан ĕçсен хисеплĕ ĕçченĕ" ятсене илнĕ. Л.П. Макарова РФ вĕрентỹ министерствин, Л.П. Алексеева, Л.В. Алексеева, И.Х. Басырова Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Уйрăмах тивĕçлĕ педагогсен ĕçĕ, ачасем республика, çĕршыв шайĕнче район чысне хỹтĕлесе малти вырăнсене йышăнса килни савăнтарать. Кăçал Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионри тапхăрĕсене 16 шкул ачи хутшăннă. Вĕсенчен Настя Макарова литература тата тĕнчери художество культури предмечĕсемпе призер пулса тăнă. Кунта паллах Г.Ф. Мавлютова тата Н.Я. Боровкова учительсен тỹпи пысăк. Халĕ 11-мĕш класра вĕренекен Эдуард Антонов вара обществознанипе призер пулнă. Ăна В.П. Мурзаев хатĕрленĕ.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкултан 23-ĕн вĕренсе тухнă, Настя Бежерова, Ольга Ефремова, Настя Макарова, Камилла Мавлютова, Диана Мурзаева, Таня Шакмакова вара - ылтăн медальпе. Аслă вĕренỹ заведенийĕсене 18-ăн вĕренме кĕнĕ, 11-шĕ бюджет майĕпе пĕлỹ пухаççĕ. Тĕп хуламăрта аслă пĕлỹ пухнисĕр пуçне выпускниксем Санкт-Петербурга, Мускава, Воронежа, Калининграда çул тытнă, виççĕшĕ хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçланă - çар учрежденийĕсене вĕренме кĕнĕ. Вĕсен хушшинче - Оля Ефремова. Вăл пысăк конкурсра мала тухса Мускаври çар университечĕн студенчĕ пулса тăнă.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ чăнахах та тивĕçлĕ пĕлỹ пани çинчен выпускниксем каланинчен, район хаçачĕн страницисенчен пĕлме пулать. Инновациллĕ вĕренỹ программисемпе технологийĕсене пурнăçа кĕртнине пула шкул ят-сумĕ районта çеç мар, республикăра та пысăк.
Вăтам шкул çитĕнĕвĕсене Раççей шайĕнче çỹле хурса хаклани Комсомольски çыннисенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Çавăнпа та эпир Г.Е.Длинов ертсе пыракан вĕрентекенсен коллективне тав сăмахĕ калатпăр, çĕнĕ çитĕнỹсемпе ăнăçусем сунатпăр.
Н.АРХИПОВА хатĕрленĕ
Источник: "Каçал Ен"