Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар

10 октября 2015 г.

Комсомольскинче пурăнакан М.К. Порфирьева 90 çул тултарчĕ. Юбилее хăнасем чылайăн пухăнчĕç - ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, кỹршисем. Халĕ вара кĕреке хуçипе тĕплĕнрех паллашар-ха.

Ачалăхăм, ачалăх

Хĕрача Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапайра çуралса ỹснĕ. Ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Аш-шĕпе амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшнă, çум çумланă, пахча-çимĕç шăварнă, кил-çуртра тăрăшнă. Исаковсем хĕрĕсене тирпейлĕ те ĕçчен пулма вĕрентнĕ.

Шкул çулне çитсен Мари парта хушшине ларнă, тăрăшса вĕреннĕ.

"Акă, курăр кукамун Мухтав хутне. Ăна чиркỹпе прихут шкулне питĕ лайăх вĕренсе пĕтернĕшĕн панă. Унран, пиртен тĕслĕх илĕр",- тенĕ ачисене ăс парса амăшĕ. Вĕсен юратнă çыннине çак хута 1906 çулта панă. Сăмах май каласан, ăна Мария Константиновна паян та тирпейлĕ упрать. Вăл ачисемпе мăнукĕсене вĕренỹре ырă тĕслĕх кăтартма хавхалантарнă. Мари 1941 çулта 7 класс пĕтернĕ, малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ.

Вутпа-çулăм витĕр

Хаяр вăрçă çулĕсем пуçланнă. Вăйпитти арçынсем пурте тенĕ пекех фронта кайнă. Марин ашшĕ те вĕсен ретĕнче пулнă. Шел пулин те, вăл тăван киле таврăнайман, çĕршер, пиншер совет салтакĕ пекех, вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Тăватă хĕр тăлăха юлнă. Чи кĕçĕнни - Ирина - тăххăрта пулнă. Мария Михайловна ачисене пурнăç çулĕ çине кăларас тесе ырми-канми тăрăшнă. Аслăраххисем кĕçĕннишĕн тĕслĕх пулса тăнă. Пĕр ĕçрен те ỹркенмен. Кăштах пушă вăхăт тупăнсанах алĕç тунă - алса-чăлха çыхнă, чĕнтĕр йĕппипе тĕрлĕ илемлĕ япаласем ăсталанă.

Шкул пĕтерсен Мари Йошкар-Ола хулине çул тытнă, вăрманпа техника институтне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ. Хĕрĕн аппăшĕсем - Настьăпа Шура - Куславккара пурăннă, çу заводĕнче ĕçленĕ. Мари те вĕсем патне кайса çỹренĕ. Кунтах вăл пулас мăшăрĕпе паллашнă. Вăл вăхăтра хĕр Куславккари прокуратурăра секретарьте ĕçленĕ. Çĕмĕрт куçлă хĕр йăрăс пỹллĕ следователе тыткăнламаллипех тыткăнланă. Петр Порфирьевч Аслă Отечественнăй вăрçăран аманса таврăннă. Икĕ çамрăк хушшинче хĕрỹ юрату çулăмĕ ялкăшма пуçланă. Часах вĕсем пĕрлешнĕ.

Пĕр витре çеçке

"Манăн ылтăнăм, сана 90 çул тултарнă ятпа саламлатăп. Сывлăхпа çỹре. Ачасене, мăнуксене упра",- терĕ ачашшăн çупăрласа мăшăрĕ. Арăмĕ хирĕç нимĕн те калаймарĕ. Арçын самантрах таçта çухалчĕ. Хĕрарăм куçĕсене уçрĕ. Пỹлĕмре никам та çук. Тĕлĕк иккен. Стена çинчи портретран нумай çул пĕрле пурăннă мăшăрĕ ун çине ăшшăн пăхать. Тата витрери сарă, хĕрлĕ, шурă, кĕрен розăсемпе хризантемăсем, гладиолуссем иртсе кайнă ятлă-сумлă уяв пирки аса илтереççĕ.

Вăхăт тĕлĕк пек малалла шăвать. Мария Константиновна кун-çулĕ те тĕрлĕрен килчĕ. Унта савăнăçлă самантсем те, манăçми кунсем те, кулянмалли вăхăтсем те пайтах пулнă. Чăтăмлă хĕрарăм йывăрлăхсене çирĕппĕн çĕнтернĕ, çемье ăшшине упранă. Мăшăрĕшĕн, Петр Порфирьевичшăн, шанчăклă, ачисемшĕн ырă пулăшакан пулнă. Малалла вĕренме май килмен.

Çемье ăшшине упранă

Мăшăрĕ яваплă ĕçсенче тăрăшнă - прокурор, ăна пулăшаканĕ, следователь, юрист... Çемье кил хуçипе пĕрле Куславкка, Элĕк, Етĕрне, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсене куçнă. "Пире вырăнтан вырăна куçма цыган урапи кăна кирлĕ",- тенĕ шỹтлесе хĕрарăм. Мĕн тăвас тетĕн - ĕçĕ çапла пулнă Петр Порфирьевичăн.

Йĕппи ăçта - çиппи çавăнта. Пĕр çемьепе пурăнатăн пулсан, пĕр-пĕринчен юлма юрамасть. Порфирьевсен те çапла пулнă.

Мăшăрĕ вăхăтне ытларах ĕçре ирттернĕ. Чылай чухне ир-ирех тухса кайнă та сĕм çĕрле кăна таврăннă. Кил-çурта пăхса тăрасси, виçĕ ывăлĕпе хĕрĕн урокĕсене тĕрĕслесси пĕтĕмпех хĕрарăм çинче пулнă. Паллах, кил хуçи те май килнĕ таран пулăшнă.

Ашшĕ пек пулма тăрăшнă

Петр Комсомольскинче пирвай прокуратурăра следовательте ĕçленĕ. Юрист ĕçĕсене пурнăçланăшăн ăна кĕçĕн советник чинне панă. Служба ĕçĕсене тỹрĕ чунпа туса пынăшăн, преступленисене вăхăтра уçса панăшăн алла çыхмалли сехет икĕ хут ятран панă, хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулнă. Вăрçă ветеранне çапăçу хирĕсенче тăшманпа çапăçса хăюлăх та, паттăрлăх кăтартнăшăн Аслă Отечественнăй вăрçăн I, III-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕсемпе, "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медальпе, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕçри паттăрлăхшăн" юбилей медалĕпе наградăланă.

Çемье пуçĕ ывăлĕсемшĕн тĕслĕх пулнă. Вĕсене патриотизмла воспитани панă. Ахальтен мар ĕнтĕ виçĕ ывăлĕ те çар хĕсметĕнче пулнă. Вова Венгринче службăра тăнă. Пурте Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса ỹснĕ. Витя - Шупашкарта, Ваня - Ярославльте, Вова Чулухулара çемйисемпе пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче капитан, предприниматель, тĕп специалист та пур. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ахаль лармаççĕ, тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Чи кĕçĕнни - Ирина - медицина ĕçченĕ, Шупашкарта больницăра тăрăшать. Ачисем май килнĕ таран тăтăшрах тăван киле килме тăрăшаççĕ, амăшне пулăшаççĕ.

Петр Порфирьевич юлашки вăхăтра районти ял хуçалăх управленийĕнче юрист-ревизорта ĕçленĕ. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Мария Константиновна Комсомольскинчи райпори обществăлла апатлану предприятийĕсенче тăрăшнă - сутуçă, кассир, буфетчица. Пур çĕрте те ырă тĕслĕх кăтартнă. Ашшĕпе амăшĕ ĕçре пулнă май ачисем килти ĕçсене хăйсемех тунă. Каланкка хутнă, вутă татнă-çурнă, апат пĕçернĕ... Çавăнпа вĕсем пурте ĕçчен те пултаруллă ỹснĕ.

Сумлă юбилей ячĕпе

Халĕ Мария Константиновнан сакăр мăнук тата мăнмăнукĕсем те пур. Кăçал кĕркунне вĕсенчен чылайăшĕ Комсомольскине кукамăшне-асламăшне 90 çул тултарнă ятпа саламлама килчĕ. Петр Порфирьевичăн Вăрмар районĕнчи тăванĕсем те пухăнчĕç. Райпо правленийĕн представителĕсем Людмила Кокшинапа Тамара Чернова та ĕçтешне саламларĕç.

М.К.Порфирьевăна сумлă юбилей ячĕпе Комсомольски ял поселенийĕн ĕçченĕсем, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ираида Никитина тата ыттисем те килне пырсах саламларĕç, Шупашкарти госпитальте сывлăхне çирĕплетме путевкăпа тивĕçтерчĕç.

Шел пулин те, Петр Порфирьевич çак телейлĕ куна кураймарĕ. Вăл 21 çул каялла йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

90 çулне пăхмасăр Мария Константиновна чипер çỹрет. Апат-çимĕçне те пĕçерет, уçăлма тухать. Вăл - ăшă кăмăллă тата тарават хĕрарăм. Çавăншăнах ăна Турри вăрăм ĕмĕр парнеленĕ пулĕ. Пуринчен ытла хĕрарăм çеçкесем юратать. Унăн пахчинче мĕн чухлĕ-ши вĕсем? Хуçине те, кỹршĕсене те ырă кăмăл парнелеççĕ.

З.СОЛОВЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика