10 октября 2015 г.
Константин Антонов микрорайонĕнче пурăнакансемшĕн октябрĕн 7-мĕшĕ ырă ĕçпе асра юлчĕ. Ачасен площадки тахçанах кĕтнĕ чуччупа пуянланчĕ.
- Малтан пирĕн ачасене выляма вырăнта тахçан вырнаçтарнă чуччу пурччĕ. Пуçлăхсене ача-пăча площадкине çĕнетме темиçе хутчен ыйтни те кăлăхах пулчĕ. Август уйăхĕнче районти ДОСААФ организацийĕн ертỹçи Александр Абрамов ачасем вылякан вырăна тирпейлеме тата çĕнĕ чуччу кỹрсе килме шантарчĕ. Каланă - тунă. Вăл тăрăшнипех ачасем валли кивĕ оборудованисене çĕнетнĕ, вĕсене сăрланă, хăйăр илсе килнĕ. Халĕ вара хитре чуччу та пур. Ку пирĕншĕн тата ачасемшĕн чăн-чăн уяв, - тет кунта пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Светлана Хаймулловна Самарина, парнешĕн хĕпĕртесе.
Ачасем валли уйăрнă площадкăра асăннă микрорайонта пурăнакан шăпăрлансемсĕр пуçне çывăхри урамсенче, Кабалин микрорайонĕнче пурăнакансем те, "Пучах" ача садне çỹрекенсем те выляççĕ, савăнаççĕ. Каç кỹлĕм ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-аслашшĕ те ачисемпе, мăнукĕсемпе уçă сывлăшпа сывлама тухаççĕ, ачасен вăййи-куллипе киленеççĕ.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"