07 октября 2015 г.
Вăтăр çиччĕмĕш çул такăрлатать вăл çак сукмака. Кашни кун "Комсомольский" линипе техника цехĕн ĕçченĕсем патне васкать. Район çыннисем телефон çыхăнăвĕпе, интернетпа çăмăллăнах усă курччĕр тесе тăрăшать.
Вĕренни ĕçре пулăшать
Саша шкул пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытрĕ, физкультурăпа спорт факультетне вĕренме кĕме заявлени пачĕ. "Темĕнле çав, кĕрейĕпĕр-ши, конкурс ытла та пысăк",- терĕ чылай абитуриент. Çапах та пурте пикенсех экзаменсене хатĕрленчĕç. Саша пур предметпа та "4" тата "5" паллăсем илчĕ. Апла пулин те конкурспа кĕреймерĕ.
"Атя, çыхăну техникумне каятпăр",- сĕнчĕ ăна кỹршĕ район яшĕ. Часах вĕсем техникум студенчĕсем пулса тăчĕç. Çамрăка кунта вĕренме килĕшрĕ. Виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ.
Ĕç çулĕ çине тăрсан
Алла диплом илсен вăл Комсомоль-скинче хĕрỹ ĕçе пуçăнчĕ. 11-мĕш номерлĕ линипе техника цехĕн начальникĕ Борис Сергеевич Тихонов çамрăка çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем пачĕ. Александр Счетчиков пурне те тĕплĕн пурнăçлама тăрăшрĕ. Вĕсем çыхăну ĕçĕ лайăх пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Çитменнине унччен радиоточкăсем те чылай пулнă. Çутçанталăкăн тĕрлĕ пулăмĕсене пула телефон юписем тỹнни те, пралуксем татăлни те чăрмавсем кăларса тăратнă. Кун пек чухне çыхăну ĕçĕнче ĕçлекенсем инçе çула тухнă. Кĕркунне-çуркунне шалкăм çумăр е хĕллехи шартлама сивĕре, çил-тăман алхаснине пăхмасăр ĕçленĕ. Кăлтăка çийĕнчех пĕтерме тăрăшнă.
Çĕр айĕнчи кабель татăлса кайсан тата кансĕртерех пулнă. Вунă-вунпилĕк çул каялла ăна тупма пулăшакан ятарлă приборсем пулман. Сиенленнĕ вырăна тупас тесе шĕвĕр вĕçлĕ тимĕр патаксемпе çĕре таккаса шыранă. Кабель татăлнă вырăнне тупсан мĕн чухлĕ чавмалла пулнă тата. Çак ĕçе алă вĕççĕн, кĕреçепе тунă. Ялсене уçă кузовлă машинăпах кайнă. Çумăрлă çанталăкра йĕпеннĕ, хĕллехи сивĕре шăннă.
Пуçарулăхпа палăрнă
"Борис Сергеевич, борта хуплама фанера листи кăна кирлĕ. Ăна хамăрах çирĕплетсе вынаçтаратпăр. Хальхи пек уçă машинăпа çỹресен ĕçченсем пĕрин хыççăн тепри чирлĕç. Çакă вара пире ĕçре питех те чăрмантарĕ",- терĕ начальнике пĕр хĕллехи кун Саша. Б.Тихонов итлерĕ, чылай çĕре шăнкăравларĕ. Юлашкинчен шыракан тупрĕ. "Çурçĕр поселокĕнчи куçса çỹрекен мехколонна складне кай, машина килсенех яратăп",- терĕ Борис Сергеевич. Çамрăк çил-тăмана пăхмасрах çула тухрĕ. Çитес çĕре çитрĕ. Алăра темĕн пысăкăш фанера листи. Вăл машина килессе чылай кĕтрĕ. Урисем те шăнчĕç, транспорт вара çав-çавах çук.
"Урăх кĕтесси пулмасть. Мĕн пулать те мĕн килет, каймаллах пулĕ. Тен, йăтсах çитерĕп",- шухăшларĕ çамрăк. Листана меллĕн кăна çавăрса илчĕ те майĕпен малалла утрĕ. Кĕтне урлă каçрĕ. Вăл вăхăтра хальхи пек кĕпер те пулман. Çапла тертленсе линипе техника цехĕн картишне çитрĕ. "Вăт маттур, майне тупнă, çухалса кайман. Машина вара халь çеç çитрĕ",- ăшшăн калаçрĕ ĕшеннĕ çамрăкпа начальник. Ĕçре те, пурнăçра та çакăн пек тĕслĕхсем пайтах пулнă. Александр Михайлович йывăрлăхсене вăхăтра çĕнтерме, чăрмавсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшнă.
Çемьере - килĕшỹ, ĕçре - çитĕнỹ
Хаваслă юрă-кĕвĕ çемми таçта çитиех саланать. Çамрăксем юрлаççĕ-ташлаççĕ, савăнаççĕ. Хăйсен çывăх юлташне çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ. Уçă та янăравлă саслă хĕрупраç юрă хыççăн юрă шăрантарать, такмакла-такмакла ташă картинче ташлать. Каччисем те вĕсенчен юлмаççĕ, ытарайми пикесене хăйсем çине ăшшăн пăхтарасшăн тăрăшаççĕ. Сашăпа Луиза шăпах çакăнта, хăнара тĕл пулчĕç те. "Ноябрь уйăхĕнче эпир пĕрлешнĕренпе 36 çул çитет",- сăмахлать Луиза Петровна мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса. Хĕрарăм нумай çул районти ветлечебницăра бухгалтерта ĕçленĕ. Аптека заведующийĕ те пулнă. Мăшăрĕ пекех ĕçре чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл - тивĕçлĕ канура. Счетчиковсем кỹршисемшĕн, ывăлĕшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Сăмах май каласан, Сергей - инженер-механик, çăкăр заводĕнче вăй хурать.
Туслă коллективра
Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнине кура пĕрле ĕçлекенсем ăна хисепленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Б.С.Тихонов ăна хăйĕн çумĕ пулма шаннă.
"Мана Владимир Петров электромеханик питех те нумай ĕçлĕ канашсем паратчĕ. Шел пулин те халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ",- калаçăва малалла тăсать Александр Михайлович. Çавăн пекех вăл Венямин Биктимиров, Владимир Гаврилов электромеханиксем пирки те нумай ырă сăмах каларĕ. Хальхи вăхăтра Владимир Васильевич электронлă çыхăну инженерĕ пулса ĕçлет.
"Комсомольский" линипе техника цехĕн коллективĕ туслă та тăрăшуллă. Халĕ кунта телевидени, интернет енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Уйрăмах Николай Шишкин, Иван Козлов çамрăксем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ольга Силанова документсене кирлĕ пек йĕркелесе пырать. Наталия Антоновăпа Галина Тихонова операторсем телефон, интернет кĕртессипе клиентсемпе килĕшỹ тăваççĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ
Александр Михайлович коллектив ертỹçин тилхепине чылай çул çирĕп тытса пырать. Халĕ çыхăну ĕçĕ районта тĕпрен лайăхланнă. Телефон юписене кабель линийĕсемпе улăштарнă, Канаш - Комсомольски - Елчĕк - Шăмăршă - Патăрьел участокра волокно-оптика линине хута янă. Çакă ĕçе тĕпрен çĕнетме пулăшнă. А.М.Счетчикова ĕçри ỹсĕмсешĕн "Хисеплĕ радист" значок, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çыхăну ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă, ăна республикăри "Связьинформ" уçă акционерлă обществăн хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Çĕр çине сарă, хĕрлĕ, кĕрен çулçăсем ỹкеççĕ те ỹкеççĕ. Вĕсем А.М.Счетчикова 60 çул тултарнă ятпа саламланăнах туйăнаççĕ. Тăрăшуллă ĕçчене вăрăм кун-çул, ĕçре - ỹсĕмсем, çемьере юратупа телей сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"