Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пурнăç çулĕпе алла-аллăн - 50 çул

03 октября 2015 г.

Юратура çемье чăмăртанать. Çемье çавăрнă арçынпа хĕрарăм ача ашшĕпе амăшĕн телейне туллин туйса пурăнаççĕ. Телейлĕ çемьере ачисем те чун тĕлĕшпе сывă та йĕркеллĕ çитĕнеççĕ. Туслă çемье - çирĕпрех те пуянрах. Мĕн авалтан пирĕн çĕршывра çемье пурнăçĕ, пĕр-пĕрне юратни, шанни хисепре пулнă. Паянхи кун та вĕсем вăйне çухатман-ха.

Акă, Комсомольскинче пурăнакан Валентина Николаевнăпа Валерий Емельянович Максимовсем - çирĕп çемьен чăн-чăн тĕслĕхĕ. Вĕсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса 50 çул утаççĕ. Ыран, октябрĕн 4-мĕшĕнче, ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Максимовсем çине пăхатăн та, тĕнчере чăн-чăн юрату пуррине ĕненетĕн. Вĕсем çамрăк çемьесемшĕн тĕслĕх.

Валентина Николаевна тата Валерий Емельянович 70 урлă каçнă пулсан та килте алă усса лармаççĕ, çу вăхăтĕнче дачăра кун кунлаççĕ, килте те чăх-чĕп пăхаççĕ. Эпĕ пырса кĕрсессĕн иккĕшĕ те чăх-чĕпсем патĕнчеччĕ.

Валерий Емельянович 1941 çулта Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнăскер, мĕн пĕчĕкренех çĕр ĕçне хăнăхса ỹснĕ, вăкăрсемпе çĕр сухаланă. Шел пулин те, ашшĕ - Емельян Максимович - вăрçăра 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Валерийпа аслă тетĕшне амăшĕ Пелагея пĕччен ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Вăл 7 класс вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкар районĕнчи Сосновкăра локомотив машинисчĕ специальнăçа алла илнĕ. 1958 çулта Дубовкăри кирпĕч заводĕнче машинистра ĕçлеме пикеннĕ. Унсăр пуçне Крепков ячĕллĕ колхозра СК-3 комбайнпа ĕçленĕ. Каярах Саратов облаçĕнчи Ершов хулинче тракториста вĕреннĕ. Целинара икĕ çул механизаторта тăрăшнă. 1963 çулхи сентябрьте вара Валерий Емельянович салтак тумне тăхăннă, Балти флотĕнче хĕсметре тăнă. Çар ретĕнчен таврăнсан Комсомольскинчи РТСа слесаре ĕçлеме вырнаçнă. Унта вара мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă. Ĕçри хастарлăхшăн "За трудовое отличие" тата ытти медальсене, Хисеп грамотисене, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

Валентина Николаевна вара Комсомольски районĕнчи Дубовка ялĕнче 1942 çулта çуралнă. Ашшĕ вăрçă ветеранĕ Николай Николаевич Белобаев вырăнти шкул директорĕ пулнă. 10 класс пĕтернĕ хыççăн Валентина Канашри педагогика училищине çул тытнă. Каярах, 1977 çулта, И.Яковлев институтне вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. 1967 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех "Пилеш" ача сачĕнче заведующи пулса ĕçленĕ. Валентина Николаевнăн "Ĕç ветеранĕ" медальсĕр, Хисеп грамотисемсĕр пуçне "Почетный донор России" паллă та пур.

Пĕр-пĕринпе мĕнле паллашни тата вĕсен юратăвĕ пирки ыйтсассăн асра юлнă самантсене аса илсессĕн Валерий Емельяновичăн куçĕ шывланчĕ, сасси чĕтрерĕ. Валентина Николаевна питне савăнăçлă йăл-кулă илемлетрĕ.

- Вальăпа эпĕ Дубовка ялĕнче ĕçленĕ чухне паллашнăччĕ. Вăл эпир пурăнакан хваттере хирĕçех пурăнатчĕ. Кашни кун кураттăм. Анчах та чипер пикене вăрттăн сăнаса юратнă, малтан пырса калаçма вара ниепле те хăюлăх çитереймен. Каярах вара паллашрăмăр. Çу вăхăтĕнче кашни кун икĕ кустăрмаллă урхамахпа Татмăшран Дубовка ялне савни патне çỹреттĕм. Хĕлле çыру çырнă, - аса илчĕ Валерий Емельянович.

Каччăпа хĕр пĕрлешиччен 12 çул пĕр-пĕрне юратса тĕл пулнă. Валентина Николаевна савнине çерем уçнă çĕртен те, салтакран та кĕтсе илнĕ, час-часах çыру çырнă. Валерий Емельянович мăшăрĕн çырăвĕсене халĕ те упрать. Çемье архивĕн пысăк тупри - 625 çыру.

- Савнă çыннăн çырăвĕсене яланах пĕрле илсе çỹреттĕм. Салтакра вĕсем, юратупа тулнăскерсем, путма пуçласан вилĕмрен çăлса хăварнă. Халĕ те асăннă çырусене час-часах вулатăп. Вĕсем манăн - чи хаклă парнесем, - малалла тăсрĕ аса илỹ çăмхине ĕç ветеранĕ.

Парнисем тесен, чи пахисем Максимовсен - 2 хĕрĕпе виçĕ мăнукĕ. Асли - Наташа, Шупашкар хулинче бухгалтерта ĕçлет. Мăнукĕ Максим вара техникумра програмиста вĕренет. Кĕçĕн хĕрĕ Галина республикăри 1 №лĕ клиника больницинче невролог пулса тăрăшать. Унăн хĕрĕсем Машăпа Яна кукамăшĕпе кукашшĕн мухтавĕ. Иккĕшĕ те фортепианăпа выляççĕ, Маша ухăран персе вун-вун медаль çĕнсе илнĕ, юрлама-ташлама кăмăллать. Яна вара 4-мĕш класра пĕлỹ пухать, ỹкерме юратать, ỹнер шкулне те çỹрет. Хĕрĕсемпе мăнукĕсем тăван киле килсех çỹреççĕ, тĕрлĕ ĕç тума пулăшаççĕ.

Валентина Николаевнăпа Валерий Емельянович Максимовсем хĕрĕсене тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çынсем ỹстернĕ. -

Эпир телейлĕ. Мăшăрăм пурнăçри тĕрек. Садикре ĕçленĕ май килти ĕçсене пурнăçлама вăхăт çитереймен. Валера апат та пĕçернĕ, кил-çурта та тирпейлесе тăнă. Халĕ те мана тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе савăнтарать, - тет сăпайлăн Валентина Николаевна.

Çур ĕмĕре пĕрле ирттернĕ пурнăçри йывăрлăхсене парăнман мăшăр çамрăк çемьесене пĕр-пĕрне юратса, шанса, ăнланса та хисеплесе пурăнма сунать.

Редакци ячĕпе хисеплĕ мăшăрсене çитес уявпа саламлатпăр. Малашне те пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн, çума-çуммăн шăкăлтатса утма ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Çемьере килĕшỹ, тăнăçлăх хуçалантăр, утас çулăр такăр пултăр.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика