19 сентября 2015 г.
Хĕрарăм хул пуççине черчен теççĕ те, анчах та çак черченлĕх мĕн чухлĕ хăватлă ĕç пурнăçлать. Яваплăхран та хăрамасть вăл. Йывăрлăха та парăнмасть, авăнать - хуçăлмасть. Çемье ăшшине упраканскер пурнăçри йывăрлăхсене парăнмасăр малалла утать, çутă малашлăх пирки ĕмĕтленет. Ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Маттур та пуçаруллă хĕрарăмсенчен пĕри - Комсомольскинче тĕпленнĕ Елена Николаевна Краснова. Вăл пурнăç çулĕпе яланах хавхаланса утнă та, утать те.
Елена Николаевна - пысăк опытлă медсестра. Вăл районти тĕп больницăра 44 çул тăрăшнă. Чирлĕ çынсене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе тимленĕ.
- Тин çеç алла диплом илнĕ медсестрана терапи уйрăмĕнче ĕçлеме шанчĕç. Вера Васильевна Лаврова тĕп врач çамрăк специалистсене яланах пулăшса пыратчĕ, пĕлменнине-вĕрентетчĕ, каласа, ăнлантарса паратчĕ. Опытлă ĕçченсем - Федосия Кокорева, Таисия Митюкова, Ольга Павлова, Фаина Григорьева - тин ĕçе кỹлленнĕскерсене экзамен тыттарма та ăстаччĕ. Пушă вăхăтра мĕн вĕреннине тĕпчесе пĕлетчĕç, - ăшшăн аса илет иртнине Елена Николаевна.
Вăл чылай çул медицинăра ĕçлекенсенчен вĕренсе пынă, опыт пухнă. Çакă малашнехи ĕçре сахал мар пулăшнă. Малтанах терапи, ача-пăча уйрăмĕсенче тăрăшнăскере 1975 çулта лабораторире ĕçлеме шанаççĕ. Унта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 2013 çулччен, вăй хунă. Çак вăхăтра çĕр-çĕр çынран тĕрлĕ анализ илнĕ, вĕсене тĕрĕсленĕ. Çыннăн сывлăхне чи малтан анализсене пăхса тишкереççĕ-çке. Апла пулсассăн Елена Николаевна пурнăçланă ĕç темрен те пахарах пулнă. Анализсене хăвăрт, вăхăтра, тĕрĕс туни çын пурнăçне çăлма, çийĕнчех сиплеме май панă. Çакна яланах тĕпе хунă вăл. Яваплă ĕçре тăрăшнипе пĕрлех Елена Николаевна тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнма та вăхăт тупнă. Аслă Чурачăкра СССР чемпионĕ Вера Чернова ячĕпе иртекен йĕлтĕр ăмăртăвне кашни çулах хутшăннине те хавас кăмăлпа аса илет.
Паянхи кун Елена Николаевна, тивĕçлĕ канурине пăхмасăрах, пулăшу ыйтакансене пĕртте хирĕçлемест. Ирхине-и, кăнтăрла-и, каçхине-и - вăл чирлисене сиплеме васкать. Укол тума та, юн пусăмне виçме те, сĕнỹ-канаш пама та яланах вăхăт тупать. Ахальтен мар Комсомольскинче пурăнакансем ăна тарават та ăшă кăмăллă пулнишĕн хисеплеççĕ, тав тăваççĕ.
Елена Николаевна - чăннипех те пуян чун-чĕреллĕ çын. Вăл нихăçан та пурнăçа хурламасть. Мăшăрĕ ир çĕре кĕнĕ пулин те вăл ачисене çитĕнтерме, тивĕçлĕ воспитани пама вăй çитернĕ, хĕрĕсемпе ывăлне мăшăрлантарнă. Халĕ ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать. Вăхăтне яланах усăллă ирттерет. Пахчара кăштăртатать, вăрмана çỹрет, юлташĕсемпе, ĕçтешĕсемпе тĕл пулать, алĕç тăвать.
- Мăнуксем çăвĕпех кунта чупрĕç, тунсăхлама вăхăт пулмарĕ. Вĕсемпе вăхăт та сисĕнмесĕр, хаваслă иртрĕ, каникула килессе кашни çул чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ача-пăча савăнăçлă сассипе тулнă кил-çуртра кичем мар, - терĕ мана ăсатса янă май.
Елена Николаевнăшăн пурнăçра чи пахи - ачисемпе мăнукĕсем сывă пулни, çумра шанчăклă юлташсемпе тăвансем пурри.
Источник: "Каçал Ен"