19 сентября 2015 г.
"Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн пĕрремĕш класс ачисем вăрçă ветеранĕпе Ревокат Прохорович Моисеевпа тĕл пулнă.
Чи малтан ачасем музейри "Аслă Отечественнăй вăрçă" залпа паллашнă. Унтан интересленсех ветеран каласа панине итленĕ. Ревокат Прохорович вăрçă пирки аса илни ачасен чĕринче яланлăха юлатех.
Хисеплĕ ветерана ачасемпе яланах тĕл пулма хатĕр пулнишĕн, хăйĕн аса илĕвĕсене каласа пама пултарнăшăн тем пысăкăш тав сăмахĕ калас килет. Ачасем ветерансемпе тĕл пулса вăрçă историне итлесен вĕсенче патриотизм туйăмĕ çуралать, аслă ăрури çынсене те хисеплеме вĕренеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"