02 сентября 2015 г.
Августăн 29-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çитсе курчĕ.
Чи малтан вăл район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсемпе Евгений Карпеевпа тата Алексей Самаркинпа, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа Тукай Мишер ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура Медресе - мусульмансен прихучĕн община çуртне - уçнă çĕре хутшăннă. Вĕсемсĕр пуçне Мускав хулин, Тĕп регионăн тата Чăваш Енĕн муфтийĕсем, Раççей Федерацийĕн общество палатин членĕ Альбир хазрат Крганов, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ринат Закиров, Чăваш Республикин, Шупашкар, Канаш районĕсен хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов тата хисеплĕ ытти хăнасем килсе çитнĕ.
И.Б.Моторин Тукай Мишер ял çыннисене, республикăри пĕтĕм тутарсене мусульмансен пысăк уявĕпе саламланă.
Асăннă медресене Тукай Мишер ялĕн çыннисем хăйсен вăйĕпе 2,5 çул хушшинче хăпартнă. Питĕ пысăк пулăшу Тутарстан Республикин руководстви, вырăнти уйрăм предпринимательсем панă. Ял çыннисем кунĕн-çĕрĕн медресене вăхăтра хăпартассишĕн тăрăшнă. Вăл "Гулистан" паллă медресен хушма корпусĕ пулса тăнă.
Тукай Мишерти медресе - 840 тăваткал метрлă, икĕ хутлă çурт. Унсăр пуçне çуртăн аялти хучĕ, вĕренỹ класĕсем, кĕлĕ вуламалли уйрăм тата шакирдсем - медресе студенчĕсем - валли столовăй, общежити те пур.
Малалла премьер-министр Йỹç Шăхаль ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре хутшăннă.
Салам сăмахĕпе чи малтан Алексей Самаркин тухса калаçнă. Вăл республика ертỹçисем ялсен аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине, халăх умĕнчи тивĕçĕсене туллин пурнăçланине палăртса хăварнă.
Иван Моторин вара ялсенче тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси питĕ кирлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Халĕ ĕнтĕ, ФАП уçăлнă хыççăн, кун пирки пĕртте пăшăрханмалла мар. Савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăю каснă хыççăн хăнасем шала кĕрсе курнă, унта чăнахах та хăтлă пулнине, пĕтĕм кирлĕ медицина обородуванийĕпе тивĕçтернине хăйсем курса ĕненнĕ. Йỹç Шăхальти ФАП çине республика бюджетĕнчен 3053,4 пин тенкĕ тăкакланă. Çав шутран строительство тата монтаж ĕçĕсем тума - 2847,6 пин тенкĕ, медицина оборудованийĕпе сĕтел-пукан туянма - 205,8 пин тенкĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ Йỹç Шăхаль тата Юнтапа ялĕсен çыннисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парса тăрĕ. Ку тăрăхра пурĕ 399 çын пурăнать. Вĕсенчен 2-шĕ - 1 çула çитмен ача, 125-шĕ - аслă ăрури çынсем, Аслă Отечествăлла вăрçăн 4 ветеранĕ тата тăлăх арăмсем.
Республика правительствин председателĕн ĕçлĕ визичĕ "Çĕрулмие мухтав" агрофирмăра вĕçленнĕ. Вăл унта çĕрулмипе пахчаçимĕç управĕн ĕçĕпе паллашнă. Агрофирма ертỹçи Хасиятулла Идиатуллин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 300 гектар лартнă. Паянхи куна 130 гектар çинчен пуçтарса та кĕртнĕ, гектарăн вăтам тухăçĕ 247 центнерпа танлашать. Кун пек пысăк тухăç патне вара агрофирма ĕçченĕсем мелиорацие пула çитнĕ. Халĕ хуçалăхра тĕп ыйту - çĕрулмие сутса вырнаçтарасси. Кирлĕ температура тытма май паракан хранилище пуррипе хĕл каçарма хăварас шухăш та пур. Ара, хĕлле е çуркунне ăна хаклăрахпа та сутма пулать-çке.
Источник: "Каçал Ен"