Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Шăнкăрав урока йыхăрать

02 сентября 2015 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкулта Пĕлỹ кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ - хаваслă шăнкăрав, пăлхануллă самантсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе шурă бантсен уçланки, пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсен тата пĕрле вĕренекенсен савăнăçлă тĕл пулăвĕ. Çак кун организацисемпе предприятисен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ шкулта вĕренекенсене савăнăçлă лару-тăрура саламласси, уйрăмах пĕрремĕш класа килекенсене чысласси йăлана кĕнĕ. Уява хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тата Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, шкул директорĕ Георгий Перьев тата вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем саламланă.

"Сентябĕн 1-мĕшĕ - ăрасна кун. Эпир пурте ачасем пулнă, шкулта вĕреннĕ. Çавăнпа та çак уяв пире пурне те пырса тивет. Кăçал шкул шăнкăравĕ районти 298 ачашăн пĕрремĕш хут янăрарĕ. Вăл вĕсемшĕн кăсăклă пĕлỹ тĕнчине çул уçса пачĕ. Эпир паян уйрăмах шкул алăкне пĕрремĕш уçакан пулас вĕренекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене саламлатпăр. Лайăх паллăсем илме, ăнăçусем тума сунатпăр", - палăртса хăварнă А.Самаркин.

П.Краснов вĕрентекенсене суйласа илнĕ ĕçе юратса, парăнса, хавхаланупа ĕçлеме, пултарулăха аталантарма çирĕп сывлăх, çине-çине ăнăçусем тума суннă.

Аслă çулсенчи вĕренекенсем пĕрремĕш класа килекен хĕрачасемпе арçын ачасене саламланă хыççăн савăнăçлă шăнкăрав вĕренỹ çулне уçнă.

Алексей Самаркинпа Петр Краснов, Петр Силивестров, Георгий Перьев вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе ачасен тивĕçлĕ апатланăвне йĕркелессине сỹтсе явнă, пĕрремĕш класс ачисене парнесем панă.

Ĕнер районти ытти шкулсенче те пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕнче те пысăк уяв пулчĕ. Унта парта хушшине пуçласа ларакансем иккĕн çеç пулчĕç: Глеб Федоров тата Тимофей Белков.

Вăрманхĕрри Чурачăкра пуçламăш шкул çеç юлнă пулсан та унта пĕртте пăшăрханмаççĕ, пĕр пысăк çемье пекех пурăнаççĕ. Надежда Александровна Вахитовăпа Любовь Геннадьевна Лепешкина вĕрентекенсем шкул ачисем валли чăн-чăн уяв туса пачĕç, кашни ача сăвă каласа ашшĕ-амăшне савăнтарчĕ.

Педагогсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа чи малтанах шкул директорĕ Юрий Петрович Алексеев саламларĕ, "5" паллăпа вĕренсе пынисене чысларĕ, ыттисене те лайăх вĕренме ăнăçу сунчĕ.

Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Воробьевпа "Восток" ЯХПК председателĕ Валерий Михеев педагогсемпе вĕренекенсене çĕнĕ вĕренỹ çу-лĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем тума çирĕп вăй-хал, ырлăх-сывлăх, тăрăшулăх сунчĕç. Валерий Геннадьевич вара икĕ шкулне те виçшер мечĕк парнелерĕ.

Хырхĕрри шкулĕнче те уява анлă паллă турĕç. Асăннă учрежденире те савăнăçлă линейкăна Юрий Петрович уçрĕ. "Сире уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Малашне те пысăк çитĕнỹсем сунатăп. Шкулта пултаруллă вĕренекенсем пĕлỹ пухаççĕ, маттур, пуян опытлă педагогсем ĕçлеççĕ. Çавна май эпир тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Спортра та çĕнтерỹçĕсенчен кая юлмастпăр", - терĕ директор. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракансемпе олимпиадăсемпе конкурссенче мала тухнисем, вĕсене вĕрентекен учительсем те грамотăсем, Тав хучĕсем илчĕç.

Район администрацийĕн представителĕ Марина Салаева уявпа саламласа пурне те ырă çул сунчĕ, пуçласа парта хушшине ларакана парнепе савăнтарчĕ.

Музыка учителĕ Раиса Морозова ертсе пынипе ачасем номерсем те хатĕрленĕ. Буратино тата Мальвина килсе пурне те юрă юрлаттарса савăнтарчĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав пама вара паллах Глеб Федоров тивĕçрĕ. Шăнкăрав сасси таврана сарăлса пĕрремĕш урока йыхравларĕ.

Шкулта ачасене тарăн та пахалăхлă пĕлỹ илме пĕтĕмпех çителĕклĕ: классем çутă та таса, хăтлă, стенасене, урайĕсене сăрланă, вĕренỹре усă курмалли хатĕрсем туяннă. Кунта вĕренекенсем малашнехи пурнăçра çынлăх тата професси тĕлĕшĕнчен ỹсме шанчăклă никĕс хывакан пĕлỹ илеççех. Спортзала тĕпрен юсанине те палăртса хăвармаллах. Ачасене кунта физкультурăна çỹреме тата та кăмăллăрах пулĕ, кун пек залра вĕренсен спортри çитĕнỹсем те хăйсене нумай кĕттермĕç.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн алăкĕсене кăçал 9 вĕренекен пĕрремĕш хут уçрĕ. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа педагогсене, шкул ачисене, ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене шкул директорĕ Сергей Лукиянов, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн тĕп методисчĕ Тамара Долгова, "Труд" ЯХПК профком председателĕ Александр Николаев, Чĕчкен ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалисчĕ Людмила Григорьева ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çитĕнỹ, пултарулăх сунчĕç. 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче вĕренỹре палăрнă ачасене Мухтав хучĕсем, дипломсемпе грамотăсем парса чысларĕç.

Шкул ачисем курма килнисене сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Пĕлỹ кунĕ çутă та таса классенче парта хушшине ларнă кашни ачашăн манăçми пулăмла çырăнса юлĕ.

Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕрремĕш класа кăçал 11ача кайнă. Палăртнă вăхăта шкул умне вĕренекенсем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ пуçтарăннă. Чи малтанах вĕсене Пĕлỹ кунĕпе саламласа шкул директорĕ Александр Петров сăмах каланă.

- Çĕнни патне ăнтăлни, аталанма кăмăл туни ỹсме, ăнăçусем тума, тĕллевсене лартма тата вĕсене пурнăçлама май параççĕ. Пуçаруллă, куллен вĕренес, çĕнĕ меслетсене алла илес, ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас туртăм пуррисем кăна чăн-чăн педагог ятне тивĕçлĕ, - тенĕ вăл.

Ун хыççăн уява пухăннисен умĕнче район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн аслă методисчĕ Надежда Тимофеева, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, Иванов хресченпе фермер хуçалăхĕн представителĕ Алексей Прохоров калаçнă, вĕренекенсене тата ыттисене ăнăçу, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне чăтăмлăх, ăнлану суннă.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика