Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тĕлпулусем малалла пыраççĕ

26 августа 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ĕç коллективĕсемпе тĕл пуласси, ыйтусене сỹтсе явасси малалла тăсăлать. Августăн 21-22-мĕшĕсенче иртнĕ тĕлпулусене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов та хутшăннă.

   Продукцие вырнаçтарасси - пĕрремĕш вырăнта

   Пĕрремĕш тĕлпулусем Тăманлă Выçли тата Çĕрпỹел кирпĕч завочĕсенче иртнĕ. Влаç представителĕсем кирпĕче хатĕрлемелли технологипе паллашнă, предприятисен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Пуçлăхсене чи малтан производствăри кăткăс ыйтусене еплерех татса пани интереслентернĕ. Çавăнпа пĕрлех предприятисен хăватне аталантарасси тата хатĕр кирпĕче вырнаçтарасси çинче те чарăнса тăнă. Заводсем хатĕр кирпĕче республикăра тата кỹршĕри регионсене сутаççĕ. Алексей Александрович заводăн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă: вĕсенче ял çыннисен ĕç вырăнĕ пур, уйăхсерен шалу параççĕ.

   Тĕллев - пурнăç шайĕн пахалăхне ỹстересси

   Тепĕр тĕлпулу район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ. Канашлăва ветерансен канашĕсен председате-лĕсем пуçтарăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Петр Краснов районăн, республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕ, çитес çулăн тĕллевĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл пирĕн районта çĕнĕ ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, шкулсем тăвассипе çыхăннă республика программисем ăнăçлă пурнăçланнипе паллаштарнă. Çавăнпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн Патшалăх федераллă программипе çитес вăхăтра культура çурчĕсем тăвасси çинчен асăннă. Нумайăшне больницăра пациентсене еплерех пăхни тата йышăнни пăшăрхантарать иккен.

   Пуху вăхăтĕнче пуçлăхсемпе ĕçченсем шывпа тивĕçтерес, ял тăрăхĕсенчи çỹп-çапа илсе тухас, ялсенчи çулсем, Комсомольски ялне архитектура енчен аталантарас ыйтусем йĕри-тавра калаçнă. Çавăнпа пĕрлех районта управляющи кампанийĕ çукки те тимлĕхсĕр юлман. Ветерансем калаçăва интересленсех хутшăннă, кашни ыйту çине хурав илнĕ. Алексей Самаркин, тĕлпулăва пĕтĕмлетсе, аслă ăрури çынсемпе татах тĕл пулма, проблемăсене пĕрле татса пама хатĕррине пĕлтернĕ.

    Çул-йĕрсене тытса тăрассине Транспорт министерстви тĕрĕслет

   Çав кунах Комсомольски районне ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов килсе кайнă. Вăл подряд организацийĕсемпе канашлу ирттернĕ. Çул-йĕре тытса тăма, юсама, çĕнĕ çулсем тума, реконструкцилеме, çĕнĕ автомашина çулĕсем проектлама района 29 млн та 100 пин тенкĕ уйăрнă. Çулсене тытса тăма 1 млн 404 пин тенкине тăкакланă. Çавăнпа пĕрлех районти çулсем çинчи шăтăксене юсассин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ, иккĕмĕшĕ малалла тăсăлать.

   Владимир Филиппов Кĕтне Пасар ял çыннисемпе тĕл пулнă. Калаçăвăн тĕп теми ялсем хушшинче çулсене юсасси пулнă. Владимир Иванович республикăри, районти çул-йĕр лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.

   Район пуласлăхĕ - çамрăксенче

   Ĕç кунĕ вĕçĕнче вара Алексей Самаркинпа Петр Краснов районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче ĕçлекен çамрăксемпе тĕл пулнă. Тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен палатин представителĕ Алексей Львов хутшăннă. Тĕлпулу питĕ тухăçлă та интереслĕ иртнĕ. Вăл пирĕн тăван тăрăха пултаруллă, малашлăхлă, хăйсен пурнăçри вырăнне тупма пултаракан, район, республика пурнăçне хутшăнакан яшсемпе хĕрсем кирлине тепĕр хутчен çирĕплетсе панă.

   Августăн 22-мĕшĕнче вара Алексей Самаркинпа Петр Краснов Комсомольски районĕнчи мечетсен имамĕсемпе тĕл пулнă. Алексей Александрович та, Петр Степанович та панă ыйтусене тулли хуравсем пама тăрăшнă. Калаçу патриотла, ăс-тăнпа кăмăл-сипет воспитанийĕ, вĕренỹ, инфраструктура аталанăвĕ, реконструкципе строительство йĕри-тавра иртнĕ.

   Çынсемпе куçа-куçăн

   Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин тунтикун К.Антонов микрорайонĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ, вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе кăсăкланчĕ. Асăннă микрорайонти 6-мĕш çуртра пурăнакансене çурт çивиттине тĕпрен юсаса çĕнетесси канăç памасть. Шăпах вĕсем çак ыйтупа район пуçлăхĕ патĕнче пулнă. Тĕлпулăва çавăн пекех район администрацийĕн капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Комсомольски ял проселенийĕн пуçлăхĕ Вениамин Сильвестров та хутшăнчĕç, лару-тăрăва ăнлантарса пачĕç. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕр миллиона яхăн тенкĕ кирлĕ. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем уйăхсерен регионти оператор урлă хваттерти пĕр тăваткал метршăн капиталлă юсав валли 5 тенкĕ те 50 пус хываççĕ. Çурта хăçан юсассине республика программипе килĕшỹллĕн палăртаççĕ. Хальлĕхе Чăваш Республикин Строительство министерствинче 2015-2016 çулсенче юсамалли çуртсен кĕске вăхăтлăх планĕн проектне пăхса тухса çирĕплетеççĕ. Çак планра асăннă çурт та пур.

   Çавăнпа пĕрлех ертỹçĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене капиталлă юсав фондĕнчен килекен квитанцие уйăхсерен тỹлемеллине аса илтерчĕç. Кирлĕ чухлĕ тỹлев пырса кĕмесен çĕнĕ çивиттиллĕ пулас шанчăк та сахал. Коммуналлă хуçалăха, ача-пăча площадкине пырса тивекен ыйтусене те çĕклерĕç çынсем. Алексей Александрович вĕсене çуртсем таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртес ĕçе хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ, район администрацийĕ пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармасса шантарчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика