15 августа 2015 г.
Пирĕн районта пултаруллă çамрăк сахал мар. Вĕсем ытти регионсенче те пысăк çитĕнỹсемпе палăраççĕ, район чысне хỹтĕлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - 12 çулти Кирилл Денисов. Вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухать. Кăçал акă 6-мĕш класа куçать.
Нумаях пулмасть Хусан хулинче "Негонки" велосипедсен клубĕ йĕркеленĕ "Казанский триатлон - 2015" ăмăрту иртрĕ. Унта хутшăнма тĕрлĕ регионсенчен 111 спортсмен килсе çитнĕ пулнă.
Мал ĕмĕтлĕ Кирилл та, 2003 çулта çуралнă тантăшĕсемпе тупăшса, çак ăмăртуран ылтăн медальпе тата кубокпа таврăнчĕ. Триатлон - ишсе, велосипедпа тата çуран чупса ăмăртнинчен тăракан спорт тĕсĕ. Ăмăртăвăн кашни тапхăрĕ пĕр-пĕрин хыççăн, пĕр чарăнса канмасăр иртет. Йывăрлăхсене пăхмасăрах, Кирилл çак спорта пăрахма шутламасть, малашне тата та профессионаллăрах аталанма ĕмĕтленет.
Кирилл Вениамин Васильевич Кудряшов тренер патне, ачасен тата çамрăксен спорт шкулне, 10 çултанпа çỹрет. Спортра, вĕренỹри пекех, тар юхтармасăр кăтартусем пулмаççĕ. Çавăнпа та вăл, триатлонсăр пуçне акватлон тата ишев секцийĕсене хавхалансах çỹрет. Унсăр пуçне пулас спортсмен баскетбол, футбол вăййисене, çăмăл атлетикăна кăмăллать, синтезаторпа та выляма пĕлет.
- Манăн атте, Владимир Геннадьевич Денисов, яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, çăмăл атлетикăна хутшăнать, футбол тата хоккей вăййисене вылять. Эпĕ те паянхи кун сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнатăп. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне те атте тĕслĕхĕ илсе çитернĕ ĕнтĕ, - тет çамрăк спортсмен Кирилл Денисов.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"