Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачаран тĕрлеме, çыхма кăмăллать

07 марта 2013 г.

Комсомольскинче пурăнакан Вера Николаевна Макаровăна ялта пĕлмен çын та çук пулĕ. «Пилеш» ача садĕнче чылай çул ĕçленĕскер, камăн пепкине кăна пăхман-ши вăл, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшман-ши; 15 çула яхăн воспитательре тăрăшнă. Унтан ăна ача сачĕн заведующийĕ пулма шаннă.

В. Макарова чăннипех те хисепе тивĕçлĕ хĕрарăм. Мăшăрĕ çĕре ир кĕнĕ пулсан та, виçĕ ачине ура çине тăратма хал çитернĕ вăл. Пурне те аслă пĕлÿ илме, пурнăçра хăйсен çулĕсене суйлама пулăшнă. Халĕ вĕсем çемьеленнĕ, тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. «Анне вĕрентсе каланисем, ăс панисем халĕ те асрах. Чылай çул иртсен те вĕсем манăçа тухмаççĕ. Тавтапуçах аннене, пире тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕшĕн, ыррине усаллинчен уйăрма вĕрентнĕшĕн, яланах сĕнÿ-канашпа пулăшса пынăшăн», — теççĕ Вера Николаевнăн ачисем чи çывăх çынни çинчен сăмах пуçарсанах.

В.Макарован хăйне евĕр чун киленĕçĕ пур: вăл ачаранах çыхма, тĕрлеме юратать. Аллине йĕппе çип тытсанах пĕтĕм шухăшĕсем, йывăрлăхсем çинчен манать вăл, асамлăх тĕнчине путать. Илĕртÿллĕ чечексене, ачаш та черчен пирĕштисене, илемлĕ эрешсене хут çинчен пусма çине куçарать. «Çĕрĕ-çĕрĕпе тĕрлесе ларнисем те пулаççĕ. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерес, часрах хатĕр тĕрре курса киленес килет. Кун пек чухне çĕр сисĕнмесĕрех иртет», — тет маттур тĕрĕ ăсти. Унăн килне пырса кĕрсенех вăл хăйĕн аллипе хатĕрленĕ эрешлĕ алăк каррисем, минтер пичĕсем, сĕтел çиттисем куç тĕлне лекеççĕ, килĕшÿлĕхĕпе, ĕлккенлĕхĕпе хăйсем патне илĕртеççĕ. Çакă кил хуçи хĕрарăмĕ ĕçчен те пултаруллă, аллисем вăр-вар та çыпăçуллă пулнине темрен те лайăх çирĕплетсе парать. Çекĕлпе те, пански йĕппипе те çыхать вăл, ачисемпе мăнукĕсене çеç мар, пĕлĕшĕсене, тăван-пĕтенне алсиш-нуски, тутăрсем çыхса парать. Пĕрре те ÿркенсе лармасть тăрăшуллă хĕрарăм, çуллахи вăхăтра пахчара тăрмашма та вăхăт тупать, витри-витрипе пахча çимĕç туса илсе хĕлле валли тăварлать, салатсем хатĕрлет.

Ĕçчен çынна ял савать, теççĕ халăхра. Çак сăмахсене Вера Николаевна çинчен каланăнах туйăнать. Ĕçченлĕхĕшĕн, яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ăна ялта хисеплеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика