Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Уяв хыççăн уяв

06 июня 2015 г.

Татах тепĕр вĕренỹ çулĕ вĕçленчĕ. Кăçал шкула кайма хатĕрлекен "Солнышко" ушкăнри 26 ача шкул карапĕ çине ларĕ. Çак кунсенче сывпуллашу каçĕ иртрĕ. Илемлетнĕ залра шукăль тумланнă ачасем ташă-юрăри пултарулăхне кăтартрĕç, сăвăсем каларĕç, шỹтлĕ вăйăсемпе тата конкурссемпе кăмăла çĕклерĕç. Ача садĕнчен тухса каякансене саламлама вăтам ушкăнри ачасем тата Тухатмăш карчăкĕпе Кузя та килчĕç.

Садик ертỹçи С.Ю.Токмакова ачасене саламларĕ, дипломсемпе чысларĕ, ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ каларĕ. Учрежденире ĕçлекенсем те нумай ăшă, ырă сăмахсем йышăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем хăйсен юратнă воспитателĕсемпе уйрăлни пурин чунне те пăлхантарчĕ. Эпир пирĕн воспитанниксем шкулта тăрăшса вĕренессе, тикĕс пурнăç çулĕпе утасса шанатпăр.

Июнĕн пĕрремĕшĕнче "Колосок" ача садĕнче Ачалăх кунĕ иртрĕ. Шăпăрлансене асамлă юмахсенчи геройсем савăнтарчĕç. Уяв юрă-ташăпа тата ăс-тăна, ỹт-пĕве аталантаракан, йăпатмăш конкурссемпе пуян пулчĕ. Кашни ачанах пылак парнепе савăнтарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика