20 мая 2015 г.
Чăваш Республикинчи Елчĕк район сучĕ Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ тĕлĕшпе майăн 12-мĕшĕнче приговор кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн М. гражданкăна РФ УК 117-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "г" пункчĕпе тата 156-мĕш статйипе айăплă тесе йышăннă.
Суд пĕтĕмлетнĕ тăрăх, педагог пĕр ачана урокра калаçнăшăн çăварне скотч çыпăçтарнă тата виççĕшне килти ĕçе пурнăçламаншăн çамки çине пĕрре кăна мар "2" паллă ỹкернĕ, пĕчĕк йăнăшсемшĕн алăпа, линейкăпа е ручкăпа çапнă, пĕр хĕрачана çỹçĕнчен тытса доска çине çапнă, гигиена правилисене пăхăнманшăн та вĕренекене пиçиххипе лекнĕ. Пĕтĕмĕшле класри 9 вĕренекен ун аллинчен шар курнă.
Прокурор тĕрĕслевĕ тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă. Шкул директорĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени çырнă. Айăплисене явап тыттарма ыйтнă. Çавна май район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникне, вăтам шкул директорне, завуча должноçран хăтарнă.
М.гражданкăна РФ УК 117-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "г" пункчĕпе тата 156-мĕш статйипе айăплă тесе йышăннă, условлă майпа 3 çуллăх ирĕк прависĕр хăварнă, 50 пин тенкĕ штраф панă, педагогра 2 çул ĕçлеме чарнă. Приговор саккунлă вăя кĕмен.
В.НИКОЛАЕВ,
прокурор
Источник: "Каçал Ен"