Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Афган вăрçи асран тухмасть

27 февраля 2013 г.

Нарăс уйăхĕнче кашни шкултах çарпа патриотизм темипе çыхăннă мероприятисем ирттереççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те çак кунсенче пирĕн çарсем Афган çĕрĕ çинчен тухнине халалласа мероприяти йĕркелерĕç. 7-мĕш «а» класра вĕренекенсем «Нихăçан та çĕр çинче вăрçă ан пултăр» темăпа презентаци хатĕрлерĕç. Ку класра ăс пухакан Сергей Дрябловăн ашшĕ — Николай Кириллович — Афган вăрçинче пулнă, унтан чĕрĕ-сывă таврăннă, Хисеп хучĕпе медальсене тивĕçнĕ. Çакă ачасене презентаци хатĕрлеме хавхалантарчĕ те.

Н.К.Дряблов 1963 çулта Эткер ялĕнче кун çути курнă. 1979 çулта Кĕçĕн Каçалти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри профессипе техника училищине çул тытнă, анлă профиллĕ тракторист-машинист пулса тăнă. 1982 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Вăл Афган çĕрĕнче Герат хулинче инженерсемпе саперсен ротинче службăра тăнă, нумай çапăçусене хутшăннă. Çулсене минăсенчен тасатма та тивнĕ ăна, хамăр салтаксем патне снарядсем, минăсем тата ытти боеприпассем турттарнă. Служба çулĕсем Николай Кирилловичăн асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ. Ăна «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа» медальпе, «70 лет Вооруженным силам СССР» юбилей медалĕпе тата «Воину-интернационалисту за мужество и воинскую доблесть, проявленную при выполнении интернационального долга в Республике Афганистан» Хисеп хучĕпе чысланă.

Афган вăрçи — пирĕн çĕр-шывăн историйĕн пĕр страници. Вăл яланах халăх асĕнче юлĕ. Эпир те, çамрăксем, ку вăрçă çинчен манар мар, хамăр çĕр-шывăн хастар хÿтĕлевçисем пулма тăрăшар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика