08 мая 2015 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă çĕршыври кашни килех хуйхă илсе килнĕ. Кам мăшăрне, тепри ывăлне, виççĕмĕшĕ пиччĕшĕпе тăванне çухатнă. Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Абросимовсем те, Варвари аппапа Иван пичче, икĕ ывăлне вăрçă хирне ăсатнă. Михалана 1942 çулта салтака кайма ят тухать. Вăл 1943 çулта Смоленск патĕнчи çапăçусенче пуçне хунă. Петр ывăлне, учительте ĕçленĕскере те, Хĕрлĕ Çара илсе каяççĕ. Вăл çĕршыва Хĕвеланăç чиккинче сыхлать. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех чикĕ хуралçисем асар-писер вут-çулăм айне лекеççĕ, нумайăшĕ хаяр çапăçусенче пуçне хурать. Петĕр тăванĕсем вăл хыпарсăр çухални çинчен "хура хут" илеççĕ. Петĕр хаяр çапăçура нимĕçсем патне тыткăна лекет. 1943 çулта тыткăнри салтаксене нимĕçсем йывăр ĕçлеттерме пикенеççĕ. Майлă самантпа усă курса Петĕр юлташĕсемпе пĕрле лагерьтен тухса тарать. Совет салтакĕсем патне лекет. Ăна тепĕр хут фронта ăсатаççĕ.
1943 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Арина Павловна Кокорева çыру илет. "1943 çулхи июнь уйăхĕн 16-мĕш числинче юнкун çыратăп юратнă аппа патне. Сире пурсăра та питĕ пысăк салам яратăп. Эпĕ хальхи вăхăтра аван та сывлăхлă пурăнатăп, малалли паллă мар-ха. Манăн питĕ Витя çинчен пĕлес килет. Тата ытти юлташсем пирки те çырса пĕлтерĕр. Манăн адрес: полевая почта 01782 2б, Иванову Петру Ивановичу. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Ку çырăва çыраканĕ Вăрманхĕрри Чурачăкри Иван пиччỹн ачи Петя. Ответ кĕтетĕп".
Шел пулин те, вăл Курск пĕккинчи хĕрỹ çапăçусене кĕрсен çухалнă. Анчах та тĕнче ырă çынсемсĕр мар çав 1985 çулта, Аслă Çĕнтерỹ 40 çул çитнĕ çул "Октябрь ялавĕ" хаçата Орел облаçĕнчен хыпар килнĕ. Çырура Новосиль районне кĕрекен Вяжи ял хĕрринче салтаксене асăнса лартнă обелиск пур, унта Петр Иванов ячĕ те пур тесе пĕлтернĕ. Вăл 1943 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Петĕр çырнă çыру 72 çул упранать пирĕн килте. Ăна тăтăшах алла илсе вулатпăр, паттăр пиччене аса илетпĕр.
А.КОКОРЕВ
Источник: "Каçал Ен"