08 мая 2015 г.
Манăн кукаçи, Иван Иванович Тихонов, Виçпỹрт ялĕнче пурăннă. 1940 çулта вăл Карелине вербовкăпа ĕçлеме кайнă. Малтан чикĕре службăра тăнипе, ăна вăрçăн малтанхи кунĕсенчех повестка параççĕ, ĕç вырăнĕнченех ăсатса яраççĕ. Сăмах май, вăрçа пĕр килтен виçĕ пĕртăван хутшăннă: кукаçи, Моисей, Маркел куккасем. Таиç аппа Алтышевăра вăрман касма хутшăннă, окопсем чавнă.
1944 çулхи августăн 14-мĕшĕнче кукамай (Мария Ксенофонтовна) патне хурлăхлă хыпар килнĕ. Унăн мăшăрĕ, Иван Иванович Тихонов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунине пĕлтернĕ.
Кукаçи 1944 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Рига хулине ирĕке кăларнă чух вилнĕ. Латви ССрĕнчи Екабпилс районĕнчи Стамали ялĕнчи тăванла масара пытарнă.
И.И.Тихонов сержантăн ячĕ мрамор плити çине çырăнса юлнă. Шкул ачисем тăванла масара пăхса тăраççĕ. Вĕсем кукаçи хĕрĕпе, Тамара Ивановнăпа, çыру çỹретеççĕ, шкул пурнăçĕ çинчен, тăванла масара пăхса тăни çинчен тăтăшах çыраççĕ.
Кукаçи, санăн паттăрлăху вилĕмсĕр, эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра пурăнатăн. Эпир сирĕн умăрта яланах парăмра.
М.ГРИГОРЬЕВА
Источник: "Каçал Ен"