18 апреля 2015 г.
Апрелĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикинче "Çĕнтерỹ ялавĕн хуралĕнче" акци пуçланнă. Акцие пуçараканĕ - Раççей Федерацийĕн Общество палати. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçă тата Аслă Çĕнтерỹ историне асра хăварас тĕллевпе пуçарнă. Çĕнтерỹ ялавĕ - ăрусен çыхăнулăхĕн символĕ. Çавăнпа та акци республикăра кашни вĕренỹ учрежденийĕнче майăн 9-мĕшĕччен иртĕ.
Район шкулĕсем унта активлăн хутшăнаççĕ. Акă, апрелĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче "Çĕнтерỹ ялавĕн хуралĕнче" акци уçăлнă. Хуралта ачасем тивĕçлĕ туйăмпа тăнă. Çав кунах Çĕнтерỹ ялавĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне çитнĕ. Ялава йышăнас умĕн хисеплĕ караул улшăнни иртнĕ. Вĕренекенсем караулта тивĕçлĕн тăнă. Çĕнтерỹ ялавне йышăннă хыççăн шкулта линейка иртнĕ. Шкул директорĕ Г.Е.Длинов Çĕнтерỹ ялавĕн историне каласа панă, ачасене çĕршыв патриочĕсем пулма, асаттесен юнĕпе çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçа хаклама чĕнсе каланă. Кĕçĕн çулхисем асатте-кукаçисен паттăрлăхĕ, хаяр вăрçă пирки хăйсем çырнă сăввисене вуласа панă. Çак кунсенче Çĕнтерỹ ялавĕ Асанкасси, Çĕнĕ Мăрат, Шурут вăтам шкулĕсене çитнĕ.
Источник: "Каçал Ен"