04 апреля 2015 г.
Çак кунсенче Валентина Петровна Шалинана юратнă çыннисем 80 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕç.
Тăхăрвуннăран иртнĕ Матрỹн аппа йăмăкне хăйĕн пекех нумай çул пурăнма, çывăх çыннисене савăнтарма пехиллерĕ.
Валентина Петровна çемйипе Кĕçĕн Каçалта пурăнать. Вăл Марфăпа Петр Кокоревсен йышлă çемйинче кун çути курнă. Ĕç çулĕ çине тăрсан пурнăçне выльăх-чĕрлĕх фермипе çыхăнтарнă. Ĕнесем сунă, сысна та пăхнă, мăйракаллă шултра выльăх та самăртнă. Пур çĕрте те тăрăшса, чун хушнă пек ĕçленĕ. "Паллах, резина атта ураран хывман. Шывне те, апатне те витрепе йăтнă. Чăтнă, тỹснĕ, шаннă ĕçре тỹрĕ чунпа тăрăшнă",- аса илет иртнисене ĕç ветеранĕ.
Валентина Петровнăпа Илья Ермолаевич пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кил хуçи тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Тимĕрçĕ те, районти "Сельхозтехника" пĕрлешỹре слесарь те пулнă. "Шел пулин те, вăл паянхи куна кураймарĕ, тăватă çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ", - ăшшăн аса илет хĕрарăм мăшăрне.
Шалинсен хĕрĕсемпе ывăлĕ ялтах тĕпленнĕ. Маша, Ирина, Таня, Фая, Ваня мăшăрĕсемпе çурт-йĕрпе пурăнаççĕ, ачисене, мăнукĕсене пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Паллах, кунта вĕсене ашшĕпе амăшĕ те сахал мар пулăшнă.
Валя аппа тĕп килĕнче виçĕ çемьепе пурăнать. Кун пекки, чăнах та, пирĕн таврара сайра пулĕ. Апла пулин те вĕсем пурте пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Çамрăксем аслисене итлеççĕ, пурнăç тути-масине аванах чухлаканнисем вĕсене ăнланма тăрăшаççĕ. Камсем-ха вĕсем, çак вуншар пỹлĕмлĕ хăтлă çуртăн çыннисем? Валентина Петровнăн ывăлĕ Ваня, кинĕ Тамара, вĕсен ывăлĕсем Димăпа Леша, кинĕсем Таня, Люда тата иккĕри Соня, тăватă уйăхри Кира.
Валя аппана никам та сакăрвуннăна çитнĕ тесе калас çук. Унăн питçăмартисем халĕ те анис улмине аса илтереççĕ. Пысăк чакăр куçĕсем çын çине ăшшăн пăхаççĕ. Авкаланса ташлама та юратать вăл. Паллах, ачисемпе 8 мăнукне, çичĕ мăнмăнукне алса-чăлха çыхса парать, тĕрлĕ кучченеçпе савăнтарать.
Источник: "Каçал Ен"