04 апреля 2015 г.
Çынна телей, ырă кăна суннипе палăрса тăрать çак çемье. Кĕвĕçỹ, тарăху мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем, никама та усал сунмаççĕ, вăрçăнмаççĕ, мула, пуянлăха хапсăнмаççĕ, мĕн пуррипе чуна çырлахтарса, çĕнĕ кун килнипе савăнса пурăнма пĕлеççĕ. Сăмахăм Комсомольскинчи Юманкинсем пирки. Анна Валентиновнăпа Александр Иванович Юманкинсем - хисеплĕ çынсем. Килĕшỹллĕ мăшăр виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Йышлă çемьене телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ? Паллах, ачи-пăчи, мăнукĕсем телейлĕ пулни.
Çак кунсенче вара çемье ăшшине упраканĕ, ачисене çупăрласа ачашлаканĕ, Анна Валентиновна, хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. 50 çул хушшинче савăнăçĕ те, хура-шурĕ те сахал мар пулнă. Виçпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ хĕр пурнăçне район центрĕнче çыхăнтарнă. Кунтах ĕçленĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă...
- Мана кукамай пит юратса пăхнă. Вăлах тивĕçлĕ воспитани панă. Çынсене хисеплеме, юратма, паллакансемпе сăмах чĕнсе калаçма вĕрентсе ỹстернĕ. Алă ĕçĕ тума та кукамай хăнăхтарнă. Хăй мĕн пĕлнине - çĕлеме, тĕрлеме, çыхма - вĕрентнĕ. Тутлă апат-çимĕç пĕçерес ăсталăх та унран куçнă. Анне яланах çумра пулни те йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Çывăх çынсем тăрăшнипе Ульяновск хулинче училищĕре повар профессине алла илтĕм. Унтан, ĕçленĕ вăхăтрах, Шупашкарти педагогика училищинче куçăмсăр майпа воспитателе вĕрентĕм, - терĕ калаçăва пуçарса Анна Валентиновна. Сăмах май каласан, вăл 1985 çулта, "Рябинушка" садик уçăлсан, ĕçе пуçăннă та, 26 çул ытла çак коллективра тăрăшнă. Кашни кунах ачасене кĕтсе илнĕ, выляттарнă, занятисем ирттернĕ, юрра-ташша, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. 26 çул хушшинче районти вун-вун ача унăн алли витĕр тухнă. Вĕсем ăна паянхи кун та ăшшăн аса илеççĕ, уявсемпе саламлама та манмаççĕ иккен. Пулас мăшăрĕпе те Анна Валентиновна шăпах ĕç вырăнĕнче паллашнă. "Саша, Кĕçĕн Каçал каччи, тетĕшĕн хĕрне ача садне илсе çỹретчĕ. Кашни ирех кураттăмăр, калаçаттăмăр. Килĕштертĕмĕр пулас пĕр-пĕрне. Çемье çавăртăмăр. Унтанпа пĕрле 30 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Çак вăхăтра виçĕ ывăлпа хĕр çут тĕнчене килчĕ. Елена, чи асли, çемйипе Хусан хулинче тĕпленнĕ. Вăл - полици уйрăмĕн сотрудникĕ. Иванпа Алексей ывăлсем те çемьеллĕ. Валентин вăхăтне ытларах ĕçре ирттерет, вăл авланман-ха. Мăнуксем пуррипе чунтан савăнатпăр", - тет савăнăçне пытармасăр хĕрарăм.
Анна Валентиновнан савăнма сăлтавĕ те пур. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ, ĕçлеççĕ. Ывăлĕсем çарта пулнă, хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă. Вĕсен ячĕпе çар чаçĕсенчен пĕрре кăна мар Тав сăмахĕ килнĕ. Сăмахран, Алексей пĕлтĕр Мускаври Хĕрлĕ площадьре майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕç пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачисенчен нихăçан та сив сăмах илтсе курман. Вĕсем çывăх çыннисене яланах пулăшма тăрăшаççĕ, час-часах килсе çỹреме май килмест пулин те, телефонпа шăнкăравласа хыпар яраççĕ, çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Амăшĕн канăçсăр чĕри кун пек чухне, паллах, лăпланать. Пушă вăхăт тупăнсанах Анна ачисемпе, мăнукĕсемпе курнăçма хулана вăр-вар çитсе килет. Вĕсем пурте тăван киле пуçтарăнсан вара хваттер ача-пăча сассипе тулать. Амăшĕ ачисене яланах тутлă кукăль пĕçерсе кĕтсе илет. Уяв кĕрекине ачи-пăчи, мăнукĕсем çеç пуçтарăнмаççĕ. Аньăн амăшĕ, Дарья Алексеевна, чи сумлă вырăна вырнаçать. Вăл, 74 çулта пулин те, вăр-вар-ха. Виçĕ йăмăкĕпе шăллĕ те тăтăшах килсе çỹреççĕ. Килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Савăнăçне те, хуйхине те çурмаран пайлаççĕ.
Юманкинсем ачисене тĕрĕс воспитани парса, аслисем каланине итлеме, ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулмаллине вĕрентсе ỹстернĕ, мăнукĕсене те çавнах ăша хывтараççĕ. "Ырри ырăпа таврăнать. Çынна сивĕ сăмахпа сивĕтмелле мар, çăвартан пули-пулми сăмах кăлармалла мар. Хамăр лайăх пулсан - çын та пирĕнпе лайăх, - терĕ сывпуллашнă май Анна Валентиновна.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"