Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Мăн асаттепе мăнаçланатăп!

28 марта 2015 г.

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа часах 70 çул çитет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, унăн салтакĕсем çинчен класс ертỹçи Л.П.Алексеева нумай çĕннине пĕлме пулăшать.

Пĕррехинче пире, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 3-мĕш "б" класĕнче ăс пухакансене, Людмила Павловна атте-аннесенчен, асатте-асаннесенчен, вăрçăри салтаксен шăпи çинчен пĕлсе килме хушрĕ. Чылай ĕç пурнăçлама тиврĕ пире.

Комсомольски районĕнчен Аслă вăрçа 7232 салтак тухса кайнă, вĕсенчен 3686-шĕ каялла таврăнайман, 2162-шĕ хыпарсăр çухалнă. Паянхи куна районта 32 вăрçă участникĕ пурăнать. Аслă вăрçă хирĕнче выртса юлнă салтаксенчен пĕри - Иван Николаевич Мамуткин - манăн мăн асатте. Вăл вăрçă хирне 1942 çулхи кĕркунне тухса кайнă. Тăвансем пулăшнипе мăн асатте çинчен эпĕ тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлме тăрăшрăм. Унăн шăпи пирки ыйтса пĕлсе, материал хатĕрлесе тĕпчев ĕçĕсем йĕркелерĕм. Районти проект ĕçĕсен "Эпĕ - тĕпчевçĕ!" конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕм.

1967 çулта Комсомольски районне çыру-шырав килсе çитнĕ. Çыру авторĕ - Петрозаводскри икĕ хут Суворов тата Кутузов ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялав орденлĕ 313-мĕш стрелковăй дивизин штаб начальникĕ, запасри гварди полковникĕ В.И.Крапивин. Вăл И.Н.Мамуткин инçетри Карели çĕрĕнче паттăрлăх кăтартса 1944 çулта пуçне хуни çинчен пĕлтернĕ. Унăн мăшăрне Ефросинья Ефимовнăна тата ачисене май килнĕ таран пулăшма ыйтнă. Кивелсе сарăхса кайнă çак çыру пирĕн килте типтерлĕн упранать.

Çырура Иван Мамуткин сержант паттăрлăхĕ çинчен тĕплĕн пĕлтернĕ. Ку ĕç 1944 çулта Карели çĕрĕ çинче пулса иртнĕ. Дивизи наступление куçнă. Медвежьегорск хулишĕн хĕрỹ тупăшу пулнă. 6 сехете пынă çапăçу хыççăн Медвежьегорск хулине ирĕке кăларнă, ун хыççăн Кондопога хулине те хăтарнă. Хейняваара поселокĕ патĕнче тăшмансем вăйлăн хỹтĕленнĕ. Тăшмана çапса аркатас тесе стрелковăй полкри салтаксен нумай вăй хума тивнĕ. Çĕрĕпе шурлăх тăрăх 28 çухрăм шуса батальон Хейняваара поселокĕн çулĕ çине тухса оборона йышăннă. 14 сехет пĕр чарăнмасăр вăйлă çапăçу кĕрленĕ. Тăшманăн 13 атакине сирсе яма пултарнă парăнман паттăрсем. Вилнисем те, аманнисем те чылай пулнă. Команда пунктĕнче Иван Мамуткин салтак пĕр-пĕччен полк штабĕпе çыхăнăва тĕрĕслесех тăнă. Юлашкинчен тăшманăн пĕтĕм роти команда пункчĕ патне талпăннă. Мамуткин сержант пур вăйне пухса хỹтĕленнĕ, 10 ытла нимĕç салтакне вĕлернĕ. Тан мар çапăçура Иван Николаевич Мамуткин хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн мăн асаттене Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Ку хыпарпа çеç çырлахма шутламарăм. Мăн асаттен шăпине вĕçне çитиччен тĕпчесшĕн пулса библиотека ĕçченĕсемпе çыхăнтăмăр, архив материалĕсене тупса йĕркелеме пултартăмăр. Мăн асатте пурăннă çурт ỹкерчĕкне шыраса тупни вара - питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ара, эпĕ паянхи кун та атте-аннепе çак вырăнтах пурăнатăп вĕт, çурчĕ çеç çĕнĕ те капмар. Мăн асатте çакна пĕлнĕ пулсан мĕн тери савăннă пулĕччĕ! Унăн йăхĕ малалла тăсăлать-çке.

Эпĕ мăн асаттепе чăн-чăнах мухтанатăп, мăнаçланатăп. Унăн паттăрлăхĕ мана çеç мар, класри ачасене те хумхантарчĕ. Çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ, мирлĕ те савăнăçлă кунсене çеç курасчĕ.

Атте-аннепе канашланă хыççăн пирĕн мăн асаттен вилтăпри çине кайса курас ĕмĕт çуралчĕ. Эпĕ çав ĕмĕте пурнăçлас тесе тата та тăрăшса вĕренесшĕн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика