Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Социаллă программăсем малашне те ĕçлĕç

25 марта 2015 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пирĕн тăрăхран суйланнă депутачĕсем Комсомольски районĕнче пурăнакансен интересĕсене хỹтĕлесе хăйсенчен килнине йăлтах тăваççĕ. Районта социаллă объектсем тума тĕрлĕ шайри бюджетран укçа-тенкĕ уйăрас ыйтупа вĕсем правительство членĕсемпе, тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен яваплă çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн 5-мĕш созывĕн депутачĕпе, социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе П.С.Красновпа эпир районти социаллă пурнăçа пырса тивекен ыйтусем тавра калаçрăмăр.

- Петр Степанович, кăçал шкулсене, клубсене, ача сачĕсене юсамалли программине малалла тăсасса кĕтме пулать-и?

- Иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 8 культура учрежденине модернизацилеме укçа уйăрнине астăватăр ĕнтĕ. Хирти Мăнтăр, Çĕнĕ Мăрат ялĕсенчи культура çурчĕсем çутă тата сасă оборудованийĕпе пуянланчĕç, артистсем валли костюмсем, сцена çине чаршавсем çĕлетнĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи, Аслă Чурачăкри, Асанкассинчи культура вучахĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Шкулсене те пысăк тимлĕх уйăрнă. Шурут, Нĕркеç вăтам шкулĕсен спортзалĕсене тĕпрен юсанă. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче вара пищеблока юсанă, кĕçĕн çулхи ушкăн пỹлĕмне те хăтлăх кĕртнĕ.

Кăçалхи çул пирки калас пулсан, Комсомольски ял тăрăхне шкул çуртне, "Рябинушка" ача садне юсама республика бюджетĕнчен пĕрер миллион тенкĕ уйăрасси пирки сăмах пырать. Çавăн пекех 2015 çулта Элпуç ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çуртне çĕклеме пуçламалла, çак тапхăрта ăна валли 10 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

- Районта çул-йĕр ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Ку енĕпе ĕçсем еплерех-ши?

- Республикăра кăçал ял урамĕсенчи çулсене реконструкцилес ĕç пуçланмалла. Çĕнĕ программăпа килĕшỹллĕн Комсомольски районĕнче 6 километр çул сармалла, республика бюджетĕнчен çакăн валли 6 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

- Юлашки çулсенче районта çĕнĕ ача сачĕсем иккĕ таранах ĕçе кĕртрĕç пулин те, кĕçĕн çулхисене пурне те вырăнпа тивĕçтернĕ тесе калама иртерех-ха...

- "Шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕ" çумпрограммăпа килĕшỹллĕн 2016-2017 çулсенче Урмаел ялĕнче çĕнĕ ача сачĕн строительствине вĕçлемелле. Правительство çак йышăнăва 2014 çул вĕçĕнче йышăнчĕ.

- Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пирĕн патра ĕçлĕ çулçỹревпе пулчĕ. Район ĕç-хĕлне пĕтĕмĕшле мĕнле хак пачĕ вăл?

- Ман шутпа, япăх мар. Çапах пĕтĕм çитменлĕхе пĕтерсе, критикăна кирлĕ пек йышăнса тата тăрăшарах ĕçлемелле. Эпир кăна пултаратпăр.

- 2015 çулта пирĕн пенсионерсене мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?

- РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçал пенсисене индексацилеме шантарчĕ. Пирĕн республикăра та пенсипе, социаллă ытти тỹлевсемпе вăхăтра ти-вĕçтерсе тăрĕç.

Республика Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн хушăвне пурнăçласа "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли стажа чакарас пирки эпир ĕçтешсемпе, И.Кушев, Н.Малов депутатсемпе, "Чăваш Республикин 2015 çулхи тата 2016, 2017 çулсен бюджечĕ çинчен" саккун проектне тỹрлетỹсем кĕртрĕмĕр. Çакăн валли 35 миллион тенкĕ кирлĕччĕ, вĕсем бюджетра тупăнчĕç.

Паянхи кун ветерансене пенси çумне уйăхсерен 1082 тенкĕ хушса тỹлеççĕ. Ăна Чăваш Республикинче пурăнакан, 37,5 çул ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсем тата 42,5 çултан кая мар ĕçленĕ арçынсем тивĕçеççĕ. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, çак тỹлеве июнь уйăхĕнчен республикăри 12-14 пин çын илме пуçламалла, çав шутра Комсомольски районĕнче пурăнакан ветерансем те.

- Граждансене социаллă пулăшу парассинче çĕнĕлĕхсем пур-и?

- ЧР Патшалăх Канашĕ 2014 çулхи декабрьте çĕнĕ саккун йышăннă. Гражданина социаллă пулăшу кирлисен шутне кĕртнĕ пулсан киле пырса паракан е çурма стационарлă пулăшу тỹлевсĕр пулать. Çакăн валли пулăшу илекенĕн çын пуçне тивекен тупăшĕ палăртнă чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла.

Çак виçене шутлас тесен Чăваш Енре пурăнма кирлĕ минимума 1,5 çине хутламалла. Тĕслĕхрен, республикăра 2014 çулăн юлашки кварталĕнче пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 5732 тенкĕпе танлашнă. Апла пулсан, пенсионерăн пĕр çын пуçне тивекен тупăшĕ 8598 тенкĕрен иртмесен, вăл социаллă пулăшăва тỹлевсĕр илме пултарать.

Л.ШУРЯШКИНА калаçнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика